Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Коллективлă иммунитет кирлĕ

Коллективлă иммунитет кирлĕ

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хутшăннипе пулса иртнĕ районти общество канашĕн черетлĕ ларăвĕнче пĕртен-пĕр ыйту – коронавирус чирĕнчен хÿтĕленсе прививка тăвасси пирки сÿтсе яврĕç.

– Пурте пĕр вăхăтра ушкăнпа прививка тусан анчах коллективлă иммунитет çирĕпленет. Çапла майпа тин хăрушă чиртен сыхланса юлма пулĕ. Вакцинаци чире çăмăлрах ирттерме те пулăшать, – тесе çирĕплетрĕç унта тухса калаçнă Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ертÿçин çумĕ Светлана Петрянкинăпа районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова. Коллективлă иммунитет шайĕ вара 80 процентран кая мар пулмалла. Çакна тĕпе хурас пулсан, Елчĕк районĕнче 8922 çынна вакцинаци витĕр кăлармалла. Ĕнерхи кун тĕлне 3571 çын /40 процент/ пĕрремĕш хут, 2779 çын /31,2 процент/ иккĕмĕш хут прививка тутарнă. Çак ĕçе тивĕçлĕ шая çитерес тесен общество шухăшне йĕркелеме пулăшакансем – ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, тĕрлĕ шайри депутатсем тата ыт. те хутшăнса пурнăçламалли пĕрлехи ĕçсем сахал мар. Чи кирли – вакцинаци пирки çынсем патне тĕрĕс информаци çитересси, халăха пăтраштаракан шухăшсене сиресси.

Республикăра, çав шутра хамăр районта коронавирус инфекцийĕн çĕнĕрен те çĕнĕ вучахĕсем йăл илнипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ кунран-кун тата çивĕчленет. Чир алхасма тытăннăранпа шутласан, районта – 580, çав шутран 2021 çулхи çак вăхăтчен 283 çын коронавирус серепине лекнине шута илнĕ. Шел пулин те, вĕсенчен 28-шĕ хăрушă чиртен хăтăлайман. Июльте кăна 86-ăн чирленĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнче – 23, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче 17 çын. Çакă, чăннипех, сисчĕвлентерет. Чирленĕ çынсене ÿсĕм тăрăх шутлас пулсан, ытларахăшĕ 50-59 çулхисем /17 тĕслĕх/, 60-69 çулхисем /27/, 70 çул тата унтан аслăраххисем – /19/.

Хальхи вăхăтра районти тĕп больницăна 4275 доза вакцина кÿрсе килнĕ. Çапла майпа районта пурăнакансем халĕ пĕр чăрмавсăр хăйсене тивĕçтерекен кирек хăш вăхăтра та прививка тутарма пултараççĕ. Районти тĕп больницăра çак ĕçе пурнăçлассине каçхине 8 сехетченех йĕркелесе янă. Унсăр пуçне, мобильлĕ ушкăнсем кирек хăш кун та ĕç коллективĕсене, ял тăрăхĕсене тухса халăх ыйтăвне тивĕçтерме хатĕр.

Роспотребнадзор специалисчĕ Светлана Петрянкина прививка тунă хыççăнхи профилактика мерисем пирки те аса илтерчĕ. Çакна пурин те пĕлмелле: укола 1-мĕш тата 2-мĕш хут тунă хыççăн та çынсемпе тĕл пулнă вăхăтра çăвар-сăмсана маскăпа хупламалла, дистанцие пăхăнмалла, çынсем нумай пулакан вырăнсенче пулма тăрăшмалла мар – çак вăхăтра çын çăмăллăнах чирлеме те пултарать. Мĕншĕн тесен чире хирĕç тăрас вăй – иммунитет организмра пĕрремĕш укол хыççăн 40-42 кун, иккĕмĕшĕ хыççăн 2-3 эрне йĕркеленет.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code