Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Кĕрхи паркра

Кĕрхи паркра

«Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче çурт ăсталамалла, ача çуратса ÿстермелле тата йывăç лартмалла», – тенĕ ĕлĕкрен. Елчĕкре пурăнакан Владимир Сочков вара пĕрре çеç мар, 300 тĕп ытла йывăçпа тĕм лартнă.

Унăн хунавĕсем иртен-каяна илĕртеççĕ, урама илем кÿреççĕ…

Таврара кĕр кунĕ хуçаланать. Тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа сăрланнă кĕр пики хитрелĕхне пĕрре те шеллемест. Çав илеме курма «Шевле» ача садне çÿрекенсем Елчĕкри Çĕнĕ урамри Славяновски паркне экскурсие кайрĕç. Парк пысăках мар, унăн йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. Йывăçĕсем те çамрăк-ха.

Парк умĕнче шăпăрлансене Владимир Сочков савăнăçлăн кĕтсе илчĕ. Епле илемлĕ тавралăх, пÿрт умĕнчех мĕнле хÿхĕм парк ÿссе ларнă. Ача-пăчана вылямалли площадка та пур. Кунтах футбол вăййине юратакансем валли те вырăн тупăннă.

Владимир Славянович каласа панă тăрăх, ку парк 20-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче çак урамри çамрăксем пĕрремĕш хунавсем лартнинчен пуçăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн пуçаруçăсем шкултан вĕренсе тухса кайса тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсене саланнă. Владимир Славянович пенсие кайсан парка тирпейлĕ тытса тăрассине хăй çине илнĕ. Çулсерен çемьен паллă кунĕсенче е тĕрлĕ экологи акцийĕсене хутшăнса хунав хыççăн хунав лартса хăварнă вăл. Калăпăр, ывăлĕ çемье çавăрнă ятпа панулми йывăççисем ÿссе ларнă. Ирина мăнукĕ аслă шкула вĕренме кĕрсен йывăçсен шучĕ каллех ÿснĕ. Вĕсене çуллахи шăрăхра шыв сапнă, çум курăкран тасатнă. Халĕ кунта 41 тĕрлĕ йывăç-тĕм ешерет. Хамăр тăрăхра ÿсменнисем те кунта илемĕпе тыткăнлаççĕ.

Ырă ĕçрен сумлă ватăпа пĕрле çак касри çамрăк мăшăрсем те аякка пăрăнмаççĕ. Уйрăмах Портновсемпе Григорьевсем ÿркенмеççĕ. Кăçал Çĕнĕ урамри çамрăксен пуçарăвĕпе Славяновски паркĕ умĕнче çуллахи волейбол площадкине уçни те паллă пулăм.

«Шевле» ача сачĕн воспитанникĕсем паркпа киленсе паллашрĕç. Пĕчĕк хăнасене Валя аппа ?Владимир Славянович мăшăрĕ/ кучченеçпе сăйлама та манмарĕ.

О.КАЗНАЧЕЕВА.
А.КОЧЕТКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code