Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район пурнăçĕ

Район пурнăçĕ

Хисеплĕ паллăна тивĕçнĕ

Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Зоя Печкова, Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Вера Турхан хăй ĕçĕнче чăн ăстасем. Вĕсем ял çинче ырă ят çĕнсе илнĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2022 çулхи утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче кăларнă 91-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн вырăнти хăй тытăмлăх управленине аталантарма тỹпе хывнăшăн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Аслă Елчĕк ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан эксперт специалистне Зоя Федоровна Печковăна, Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумне Вера Петровна Турхана «Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсенчи лайăх службăшăн» паллăпа чысланă.

Тăлăх ачасене — хваттерсем

Иртнĕ кунсенче районта пурăнакан тата 2 тăлăх ачана хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ.

Çак самант савăнăçлă лару-тăрура пулса иртнĕ. Çĕнĕ хваттер уççисене илнĕ ятпа вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый саламланă. Çĕнĕ пурнăç алăкне уçса кĕрекен çамрăксене вăл малашлăхра ăнăçу та телей суннă. Хваттерсен çамрăк хуçисене çавăн пекех район прокурорĕ Александр Кудряшов саламланă.

10 мăшăр чăмăртаннă…

Июль уйăхĕнче ЗАГС пайĕ 45 граждан тăрăмĕн актне регистрациленĕ.

Вăл шутран 5 ача (3 арçын ачапа 2 хĕр ача) çуралнине, 24 çын çĕре кĕнине шута илнĕ. Калас пулать, вилекенсен йышĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, чакнă. Утă уйăхĕнче 10 мăшăр çемье чăмăртанă, 4 мăшăр саланнă.

«Ай, юрлар-и, ай, савăнар-и?»

ятпа ыр кăмăллăх концерчĕ иртнĕ Вăрăмхăва ялĕнче.

Ялти художество пултарулăх ушкăнĕн членĕсем — Г.Московская, Л.Александрова, Л.Казначеева, Çĕнĕ Эйпеçри В.Романова, М.Воробьева, З.Воробьева куракансене илемлĕ юрă-кĕвĕ ытамĕнче киленме йыхравланă. «Хавас» дуэт — Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем — Лиза Казначеевăпа Олег Московский концертра хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнланă.

Калас пулать, концерт ирттерме Иван Шурбин пулăшăвĕ те пысăк пулнă. Вăл çамрăксене хăйĕн инструменчĕсене — купăсĕсене выляма панă. «Çамрăк талантсене май пур таран пулăшмалла», — тет районти паллă баянист, «Шуçăм», «Тускил» пултарулăх ушкăнĕсене ертсе пыракан.

Концертра пухăннă укçа-тенкĕне ялти артистсем «Пĕтĕмпех фронт валли» фонда, Украинăри ятарлă операцие хутшăнакан Раççей çарне пулăшнă çĕре яраççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code