Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкек ан пултăр тесен…

Инкек ан пултăр тесен…

Çанталăк шăрăх тăнине кура республикăра вут-çулăм тухас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа та пушар хуралĕн службисем тилмĕрсех асăрхаттараççĕ: пурин те хăрушсăрлăх требованийĕсене çирĕп пăхăнмалла.

Хĕвелĕ пĕр шелсĕр хĕртет, тавралла пĕтĕмпех типĕ, çилĕ те тепĕр чух аван хăвăртлăхпа вĕрет… — ăçта та пулин хĕлхем хыпса илчĕ, асăрхавсăр сарăлчĕ тĕк, ун çулне пỹлме питĕ хĕн.

Çак ансат, анчах питĕ кирлĕ шухăшсене шута илме ыйтасшăн:

  • Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине яланах уямалла — хăвăр кил-çурта тата сывлăхпа пурнăçа çулăмран хỹтĕлемелле.
  • Пахча-дачăсенче, вăрмансем тата йывăç-курăк çывăхĕнче нихăçан та çỹп-çап ан çунтарăр.
  • Вăрмансем çумĕнче, юханшыв хĕрринче, çулсем айккинче тата хыт хура ашкăракан лаптăксенче кăвайт ан чĕртĕр.
  • Сỹнмен шăрпăка е сигарета çĕр çине пăрахса хăварассинчен, автомашина чỹречинчен ывăтассинчен сыхланăр.
  • Хăвăр каннă вырăнта çỹп-çап, кĕленчесем, бензинпа йĕпетнĕ е çуллă татăксем ан хăварăр.

Енчен те çывăхра тĕтĕм шăршине туйсан, инкеке асăрхаттарма тăрăшмалла:

  • Ăçта тата мĕн çуннине пĕлĕр.
  • Вут-çулăм сарăлнă вырăн пысăках мар тăк, ăна шывпа сапса сỹнтерĕр е тăпрапа хуплăр.
  • Çулăма йывăçсем çине куçма памалла мар.
  • Хăвăр тĕллĕн вут-çулăма чарма май килменнине туйсан мобильлĕ телефонпа «112» е «101» номерсемпе шăнкăравласа пулăшу чĕнмелле, хăвăртрах хăрушсăр вырăна тухмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code