Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чăваш Ен аталанăвĕ округа тĕревлет

Чăваш Ен аталанăвĕ округа тĕревлет

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тăтăшах ĕç коллективĕсемпе тĕл пулать, юсакан е çĕклекен объектсене тĕрĕслет, нумай мероприятие хутшăнать… Пурнăç уттипе тан пыни ăна тĕрлĕ информацие ăша хывма, тивĕçлĕ йышăнусем тума май парать.

Округ пуçлăхĕпе Çĕнĕ çул умĕн интервью илесси тахçанах йăлана кĕнĕ. Халĕ вара иртнĕ 5 çул кăтартăвĕсем тавра сăмахлас терĕмĕр.

— Леонард Васильевич, çулталăкри тĕп пулăм — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 80 çул çитни. Çавна май, тем тесен те, калаçăва çак темăран пуçăнни вырăнлă-тăр.

«Республикăра эпир çулталăка Çĕнтерỹпе патриотлăха халалларăмăр. Тăван çĕршыва хỹтĕлесси пирĕншĕн патриотла хавхалану кăна мар. Вăл пире шухăшпа та, ĕçпе те, пĕрлешсе малалла талпăнма хистекен ăнтăлу. Хальхи вăхăтпа иртнине çыхăнтарса ирттерекен мĕн пур мероприятие çулталăк темипе пĕр килекен содержанипе йĕркелени питех те пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп».
(Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Патшалăх Канашне янă Çыруран. 31.01.2025 ç.)

— Аслă Çĕнтерỹпе çыхăннă мероприятисене йĕркелессинче тăхтав пулмалла мар — çулталăк тăршшĕпе ĕçлемелле. Ятарлă тапхăра эпир тыл ветеранĕсене «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе — 80 çул» юбилей медалĕпе чысланинчен пуçларăмăр. Вĕсене тата салтак арăмĕсемпе вăрçă ачисене пĕр хут тивĕçекен укçа тỹлевĕпе те хавхалантарнă. Çак таранччен аслă уява халалласа патриотла акцисем, паттăрлăх урокĕсем, тĕллевлĕ культурăпа спорт мероприятийĕсем сахал мар йĕркеленĕ. Вĕренỹпе культура учрежденийĕсенче Çар мухтавĕн залĕсем е кĕтесĕсем пулмалла. Унта СВОна хутшăнакансем пирки те тулли информаци вырнаçтармалла.

ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăй Алевтина Федорова 100 çулхи тыл ветеранне Антонина Капсуловăна (Аслă Елчĕк) юбилей медалĕпе чысланă самант

Хамăрăн паттăрсем патне гуманитари пулăшăвĕ хатĕрлесе ăсатассипе те ĕçлетпĕр. Ку енĕпе вĕсем тыл тĕревне малалла та туйса тăрассине шантарас килет. Пулăшу аллине паракан округри кашни çынна, гуманитари конвойĕпе инçе çула тухакансене чĕререн тав тăватăп. Пĕрлĕхре вăй пулни çакăн пек ĕçсенче палăрать.

— Аграри секторĕ пирĕн округшăн стратеги тĕллевне пурнăçлакан, производствăсен никĕсĕ шутланакан направлени. Ку тĕлĕшпе мĕн палăртнă пулăттăр?

— Сăмаха эпĕ республикăн хăш-пĕр кăтартăвĕсенчен пуçласшăн. Вулакан та пĕлтĕр, тишкертĕр, танлаштартăр. Сăмахран, регионăн ял хуçалăх производствин калăпăшĕн индексĕ иртнĕ 5 çулта (2020-2024) — 112,5 процент, апат-çимĕç продукчĕсен вăл 112,7 процентпа танлашнă. Кашни гектар çĕр пуçне продукци туса илессипе Чăваш Ен Раççейре малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă. 2024 çулта мĕн пур йышши хуçалăхсенче кашни 100 гектар çĕр пуçне продукци 7,1 миллион тенкĕлĕх — 2020 çулхинчен 54,3 процент ытларах — туса илнĕ.

Тăван республика ỹсĕмĕнче пирĕн тăрăхри ĕçченсен тỹпи те пурах. Округ тыр-пул тухăçне ỹстерес тата тупăшлă пухса кĕртес тĕлĕшпе чылай çул малта пырать. Иртнĕ çул Елчĕксем 22821 гектар çинчен 72 пин тонна тыр-пул пухса кĕртме пултарчĕç, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 32,5 центнера çитнĕ.

— Паллă ĕнтĕ: ял хуçалăхне инвестици çуллен нумай хурсан çеç çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, производствăна пысăклатма пулать. Çакăн пирки сирĕн шухăшăра пĕлес килет.

— Чăваш Енри АПКна отчетлă тапхăрта 20,5 миллиард тенкĕ: çав шутран ял хуçалăхне — 12,5 миллиард, тирпейлесе апат-çимĕç туса кăларакан промышленноçа 8 миллиард тенкĕлĕх инвестици хывнă. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме 169 ферма туса е реконструкцилесе 1298 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Пирĕн округпа 5 çул хушшинче пĕтĕмпе 320 миллион тенкĕлĕх 29 инвестици проекчĕ хывнă. Ял хуçалăх организацийĕсенче техникăна çулсерен çĕнетсе пырасси те тивĕçлĕ шайра — отчетлă çулсенче 1 миллиард та 340 миллион тенкĕлĕх туяннă.

Инвестици пирки асăннă май çакна та палăртсах хăварар: юлашки 5 çулта бюджет шайне тата унăн тулашне хывнă инвестицисен калăпăшĕ 2 миллиард та 600 миллион тенкĕпе шайлашнă. Бюджет çăл куçĕнчи укçа-тенкĕн пысăк пайне инженерипе социаллă инфратытăм объекчĕсене хута яма, юсама, çул-йĕр строительствине аталантарма тата ытти ĕçе пурнăçлама усă курнă. Уйрăм инвестицисем потребитель рынокĕн объекчĕсене аталантарма, производство оборудованийĕсене, ял хуçалăх техникине туянма, управăшсем тума, выльăх-чĕрлĕх фермисене хута яма тата юсаса çĕнетме расхутланă.

Хăвăлçырма ялĕнче «Пуçару бюджечĕ» программăпа шыв пăрăхне улăштараççĕ

— Экономика ỹсĕмĕ ытти сферăри кăтартусенче те палăрма кирлĕ. Калăпăр, промышленноçра, бизнесра еплерех лару-тăру?

— Ырă улшăнусем пуррине палăртасшăн. Отчетлă тапхăрта организацисен тавар çаврăнăшĕ 1,5 хут ỹснĕ, ку вăл 2019 çулпа танлаштарсан 2 миллиард та 838 миллион тенкĕ. Округри бизнес тытăмĕнче 1650 çын тимлет, хăйсен ĕçĕсене йĕркеленисене шута илсен çак цифра 2340 çынпа танлашать (экономика сферинче вăй хуракансен 65 проценчĕ). Пĕлтĕр кăна пĕчĕк предприятисен вăйĕпе туса кăларнă таварсен калăпăшĕ 3 миллиард та 557 миллион тенкĕпе шайлашнă — 5 çул хушшинче 80 процент ỹснĕ.

Промышленноçра туса кăларнă продукци 2019 çултанпа 524 миллион тенкĕрен 1 миллиард та 718 миллион тенкĕ таран ỹснĕ. Çапах та пирĕн ял хуçалăх продукцине вырăнта тирпейлес енĕпе çине тăрса ĕçлемелле.

— Вĕренỹ тытăмне куçар-ха…

— Республикăпа илсен, иртнĕ пилĕк çуллăхра 5953 вырăнлăх çĕнĕ 9 шкул уçнă. 111 шкула, 38 ача садне, техникум-колледжăн 3 вĕрентỹ корпусне, 94 спорт залне тĕпрен юсанă. 2023-2024 çулсенче 80 ытла шкул таврашне хăтлăлатнă.

Округра юлашки çулсенче шкулсем пуçару бюджечĕн программине хастар хутшăнни савăнтарать. Пĕлтĕр кăна виçĕ шкулта 7 миллион тенкĕ ытлалăх пилĕк проекта ĕçе кĕртнĕ. 2022 çулта Елчĕкри вăтам шкул столовăйне çĕнĕрен тунă (53,6 млн тенкĕ уйăрнă). Хальхи вăхăтра шкул çуртне тĕпрен юсас ĕç пырать. Сметăпа çирĕплетнĕ сумма — 60,6 миллион тенкĕ. Отчетлă тапхăрта Курнавăш (200 пин тенкĕ), Елчĕк, Çĕнĕ Пăва, Аслă Елчĕк (500-шер пин тенкĕ) шкулĕсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ.

Эпир çулсерен регион, çĕршыв шайĕнче иртекен предмет олимпиадисенче тата ăс-тăн, пултарулăх тĕлĕшĕпе çыхăннă ытти тупăшура мала тухакан вĕренекенсемпе чăннипех мăнаçланатпăр: 5 çул хушшинче регион шайĕнче 40 çĕнтерỹçĕпе призер (2025 çулта — 7), Пĕтĕм Раççей шайĕнче пĕр призер (Никита Долгов) пулчĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕсем — 116-н, çав шутра кăçал — 36-н.

— Культура тытăмне те кĕскен тишкерсен аванччĕ.

2020-2024 çулсенче республикăра тĕслĕхлĕ 20 библиотека уçнă, кăçал тата 4 хута яма палăртнă. Ырă тĕслĕх вырăнĕнче — тĕп хулари Л.Агаков ячĕллĕ библиотека. Тĕпрен юсанă хыççăн вăл аталану центрĕ пулса тăнă. Унта пулса курнă май, ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çакна палăртнă:

«Библиотекăсем паян кĕнекесене упрамалли вырăн çеç мар, хăйсем патне туртакан центрсем те шутланаççĕ. Вĕсенче кĕнеке вулама, пĕр-пĕринпе тĕл пулма, хăйсен шухăшĕпе паллаштарма, проектсемпе ĕçлеме пуçтарăнаççĕ».

Иртнĕ çул Çирĕклĕ Шăхалĕнче модельлĕ библиотека уçăлчĕ (5319148,94 тенкĕлĕх). Вăл «Кил ăшши» информаципе çут ĕç центрĕ пулса тăнă. Унта уйрăм зонăсемпе — тăван тавралăх кĕтесĕпе, уçă тĕпел-трансформер залпа, ача-пăча пултарулăхĕн пỹлĕмĕпе, ăс-хакăл центрĕпе паллашма пулать.

Иртнĕ 5 çулта округра çавăн пекех Елчĕкри, Шăмалакри, Патреккелти, Хăвăлçырмари, Яманчỹрелĕнчи, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи культура çурчĕсене юсанă. Кăçал тата 4 объекта çĕнĕ сăн кĕртмелле.

Кунтах сывлăх сыхлавĕ пирки асăнса хăварар-ха. Округра çĕнĕ йышши 4 фельдшерпа акушер пункчĕ хута янă. 23 ФАПран 16-шне çĕнетнĕ. 2023 çулта Аслă Пăла Тимешре, иртнĕ çул Аслă Таяпа ялĕнче тухтăр амбулаторийĕсем тунă. Юлашки пилĕк çулта медицина объекчĕсем тума тата тĕпрен юсама пĕтĕмпе 132,5 миллион тенкĕ расхутланă. «Земство тухтăрĕ» программа ĕçлеме пуçланăранпа округа 25 специалист килнĕ.

— Калаçăва вĕçлесе пынă май тата мĕн каланă пулăттăр, Леонард Васильевич?

— Ытти сферăра та ырă улшăнусем çук мар, харăсах хаçатра çыраймăн та. Çитĕнỹсем ертỹçĕсем тата кашни ĕçчен яваплăха туйса ĕçленипе, вĕсен хастарлăхĕпе тỹрремĕн çыхăннă. Малта пыраслăх туртăм халăхра нихăçан та ан иксĕлтĕр.

Июнĕн 14-мĕшĕнче округри Акатуйра эпир шăпах тĕрлĕ сферăра малта пыракансене чыслатпăр. Пурне те уява чĕнетпĕр!

Николай МАЛЫШКИН калаçнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code