Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Королевсем

Королевсем

Чăваш Тăрăмĕнчи Королевсем ял çинче хăйсен хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе тата сăпайлăхĕпе ырă ят-сум çĕнсе илнĕ.

Çемьере ватти пур та латти пур тенĕрен, çамрăксем Раиса Капитоновнăн ырă сĕнỹ-канашне шута илме хăнăхнă. Ватă май килнĕ таран ачисене пулăшма тăрăшать. Кинĕпе ывăлĕ ĕçре чухне выльăх картине тухса кăштăртатма та вăй-хал çитерет. Ачисемпе мăнукĕсем ĕçрен, шкултан килнĕ çĕре вĕри апат пĕçерсе хуни хăех мĕне тăрать. Ахаль ларас килмест ватăн. 8 теçетке çултан иртнĕ хĕрарăм епле те пулин хусканусем тăвас тесе ăшталанать. Шăм-шак ан хыттăр тесе тимлет вăл.

Раиса Капитоновна хăйĕн ĕмĕрĕн чылай çулне ял çыннисен сывлăхĕшĕн тăрăшас тивĕçе панă. Шупашкарти медицина училищи хыççăн ăна районти Кỹлпуç ялĕнчи колхозăн ача çураттаракан уйрăмне ĕçлеме янă. Унта икĕ çула яхăн тăрăшсан çамрăк фельдшера хăйсенчен инçех мар Вырăс Тăрăм ялĕнче ĕç тупăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-çитмĕлмĕш çулĕсенче ял хĕрарăмĕсем ача нумай çуратнă. Çавна май акушерка кунне-çĕрне пĕлмесĕр сывлăх сыхлавĕнче тăрăшнă. Савăнăç саманчĕ — кашни тĕпренчĕке тĕрĕс-тĕкел алла илни. Ун пек телейлĕ вăхăтсем халĕ те унăн куçĕсем умне тухса тăраççĕ асаилỹ ытамне путсан.

1975 çулта Раиса Капитоновнăна тăван ялти фельдшер пунктне куçараççĕ. Вăл вăхăтра фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче Иван Албутов вăрçă участникĕ тăрăшнă. Иван Семеновичпа килĕштерсе чылай çул вăй хунă Р.Королева. Çулсем иртнĕ май вара ФАПа хăй ертсе пынă. Ял çыннисем хисеплĕ фельдшера ăшă кăмăлĕшĕн, хăйĕн сăваплă ĕçне тỹрĕ кăмăлпа, пĕлсе тата юратса пурнăçланăшăн хисепленĕ. Хастар ĕçшĕн панă грамотăсем чылай пенсие тухнă хыççăн та юратнă профессийĕнчен уйрăлайман фельдшерăн. СССР хисеплĕ донорĕ чирленĕ çынна вăхăтра пĕрремĕш пулăшу парса вилĕм аллинчен туртса илнĕ тĕслĕхсене шутласа та кăлараймăн.

Раиса Капитоновнăпа Борис Николаевич Королевсем виçĕ ывăл ỹстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ Владислав хăйĕн çемйипе Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Алексей — Вырăс Тăрăмĕнче. Тĕп килĕн вучахне малалла чĕртекенни — Саша ывăлĕ. Тăхăр çул каялла ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕрсен килти хуçалăх пĕтĕмпех ун çине куçнă. Мĕн ачаран ĕç çумне çыпçăннă Саша кил хуçин тивĕçне çỹлти шайра пурнăçлать. Унăн тытса туман ĕç çук.

— Пурнăç хăй вĕрентет. Ỹркенмесен кашниех çапла тума пултарать. Ура хуçса ларасси ман валли мар, — тет Александр çирĕппĕн.

Чăннипех те ăста рационализатор кивĕ техникăран, тимĕртен темĕн те ăсталать. Калăпăр, решеткене эрешсемпе илемлетмелле, каменщик, сварщик, тимĕрçĕ профессийĕсене алла илнĕскер, кашни ĕçе çыпăçуллă пурнăçлать. Ачасене чуччу туса памалла — икĕ аллинче ĕç вĕресе тăрать арçыннăн. Кил-çуртри вак-тĕвек ĕçсенче те маçтăр вăл. Мĕн пытармалли, обой çыпăçтарас енĕпе те ăна çитекенни çук. Çав вăхăтрах 83 çулхи амăшĕпе хурт-хăмăр пăхма та ĕлкĕрет. Усал тата сиенлĕ йăласем çук унăн.

Мăшăрĕн алли-ури çыпăçуллă пулнăран Людмила çав тери кăмăллă. Хăй те пушă вăхăт тупăнсанах ал ĕçĕ ярса тытать. Тĕрлеме юратать. Пỹлĕмсенче хăй тĕрленĕ картинăсем нумай. Пахчара çеç мар, пỹртре те чечексем нумай ỹстерме кăмăллать илемлĕхе чунпа туякан хĕрарăм. Аслă Таяпари почта уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшаканскер, куллен 10 çухрăма хыçа хăварма лекет унăн. Юрать, çăмăл автомашина рулĕ умне хăй ларать те — аптăрамасть.

Тăвай районĕн пики малтанах Вăрнарти совхоз-техникумра бухгалтер специальноçне алла илнĕ. Александр Королева качча килсенех тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. 2015 çултанпа почта çыхăну тытăмĕнче тăрăшать. Уйрăмри почтальонкăсен ĕçĕпе çав тери кăмăллине пĕлтерет вăл. Акă, Надежда Галкина 15 çул ытла Чăваш Тăрăм çыннисене хаçат-журналпа, пенсипе тивĕçтерет. Елена Смирнова Шуршу, Ольга Марковăпа Ирина Корнилова Аслă Таяпа ялĕсенчи халăх çĕршыв, республика, район хыпарĕсемпе вăхăтра паллашчăр тесе тимлеççĕ.

Королевсем вите тулли выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ытлашши сĕте патшалăха сутаççĕ, хăйсем валли аш-какай туса илеççĕ. Çу кунĕсенче чăххи-чĕппине те нумай ỹстереççĕ.

Александрпа Людмила Королевсен виçĕ ача. Станислав салтакра. Шупашкарта ятарлă вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн çар ретне тăнă вăл. Ксения Мускаври Сеченев ячĕллĕ медицина университетĕнче фармацевтика факультетĕнче вĕренет. Максим иккĕмĕш класа çỹрет. Аслисем шкулта лайăх вĕреннипе районта палăрнă. Ксения ЧР Пуçлăхĕн стипендине пĕрре мар тивĕçнĕ.

Тату та килĕштерсе пурăнаççĕ Королевсем. Раиса Капитоновна 8 мăнукĕн вĕренỹри, ĕçри çитĕнĕвĕсемпе паллашсах тăрать. Район хаçатне юратса вулать. Амăшĕ, шăллĕпе кинĕ пиччĕшĕсемпе инкĕшĕсем, вĕсен ачисем çуралса ỹснĕ тĕп киле килсен чун ăшшине хĕрхенмеççĕ, тараватлăхпа палăраççĕ. «Анне пурăннă чухне эпир телейлĕ», — теççĕ ачисем амăшĕн йĕри-тавра пуçтарăннă май. Раиса Капитоновна вара ун чухне савăнăç куççульне пытараймасть…

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Людмила, Раиса, Александр Королевсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code