Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Хăвăра упрама тăрăшăр

Хăвăра упрама тăрăшăр

Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май респираторлă вирус чирĕсемпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕ çулăхнă пирки лару-тăру татах та йывăрланса пырать.

Респираторлă чирсене пуçарса яракансем – вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче ирттерекенсенчен ереççĕ. Чире пуçаракан вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ. Сывă çынсем вара таса мар вируслă сывлăшпа сывласа чире каяççĕ. Вируссем таса мар алă урлă та лекеççĕ. Çавăнпа та чирсенчен сыхланас тесен хальхи вăхăтра халăх çÿрекен вырăнсенче яланах маска тăхăнмалла. Анчах та час-часах çакна асăрхатпăр, чылайăшĕ маскăпа тутине кăна хуплать. Кун пек чухне маска тăхăннин усси пулмĕ. Вируссем вара сăмсапа сывласан сывлăша тухса сарăлса ытти сывă çынсене лекеççĕ. Çавăнпа та маскăна тĕрĕс тăхăнмалла, унпа сăмсана та, çăвара та хупламалла. Алăсене час-часах çумалла е антисептиксемпе сĕрмелле.

Вирус организма лекнĕ хыççăн, чирĕн пĕрремĕш паллисем сисĕниччен, 2 кунтан пуçласа 4-5 кун иртет.

Гриппа ытти респираторлă чирсен паллисем пĕрешкелех: ÿт температури ÿсет, вăй чакать, сăмса хупланать, çын хăйне питĕ япăх туять. Çапах та грипп самай йывăртарах иртет: вăл яланах кĕтмен çĕртен пуçланать, ÿт-пÿ температури тăруках 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем, пуç ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать. Каярахпа тин сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма пуçлать, ÿслĕк пуçланать. Пысăк температура 5 кун таранах тытăнса тăрать. Йывăр чирлекенсен е чире ура çинчех ирттерекенсен грипп шала кайса, вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывăр чирсене куçма пултарать. Уйрăмах ача кĕтекен хĕрарăмсен асăрхануллă пулмалла.

Гриппа та, ытти респираторлă инфекци чирĕпе чирлесен те ура çинче ирттермелле мар. Малтанхи кунсенчех килте пулма тăрăшмалла. Вăй пĕтсен, температура ÿссен, шăнтса пăрахсан вырăн çинчен тăмалла мар. Врач каламасăр антибиотиксене ĕçмелле мар, мĕншĕн тесен грипп вирусĕсем вĕсене туймаççĕ. Ÿт температури 38 градусран пысăкрах пулсан кăна ăна чакарма тăрăшмалла. Хурлăхан, хăмла çырлинчен морс, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ чей нумайрах ĕçме тăрăшмалла.

Грипран сыхланмалли чи лайăх мелсенчен пĕри – прививка туни. Кăçал республикăра пурăнакан çынсен 60 процентне прививка тума палăртнă. Ку ĕçе сентябрьтех пуçланă. Хальлĕхе 238 пин ытла çынна прививка тунă. Ăна грипп эпидемийĕ пуçланиччен туни вырăнлă. Прививкăна чирленĕ вăхăтра тата аллерги паракан çынсене тума юрамасть.

Тепĕр хут асăрхаттарасшăн, чи малтанах кашни çын хăйĕн сывлăхĕшĕн хăй яваплă. Çавăнпа та кунсеренех сывă пурнăç йĕркине тытса, яланах тĕрĕс апатланса, физкультурăпа туслă пулса иммунитета çирĕплетмелле. Халĕ гриппа, ытти респираторлă вирус чирĕсемпе тата коронавируспа чирлес хăрушлăх пур вăхăтра уйрăмах пурин те тимлĕ пулмалла.

Е.ЕГОРОВА,
республикăн общество сыхлавĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code