Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Грант илме çăмăлрах пулĕ

Грант илме çăмăлрах пулĕ

Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене малашне «Агростартап» программăпа грант илме çăмăлрах пулĕ.

Ял хуçалăхне аталантарассипе йышăннă патшалăх программине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Сăмахран, унччен ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе йывăртарах пулнă пулсан, халĕ фермер хуçалăхĕнче пĕччен ĕçлекен 2 миллион тенкĕ таран грант илме пултарать. Ĕçе тепĕр çынна явăçтарсан грант хисепĕ 2 млн тенкĕрен иртет.

Ял хуçалăх кооперативĕсем пирки те улшăнусем пулĕç. Вĕсен патшалăх пулăшăвĕн укçипе оборудовани, техника туянма ирĕк пур. Унчченхи вăхăтра налук-тÿлев енĕпе парăм пур ял хуçалăх кооперативĕсене грант çĕнсе илмелли конкурса хутшăнма ирĕк паман. Халĕ çак йĕркене пăрахăçланă. Документа йышăнни ял бизнесне пуçаракансене пулăшассине лайăхлатма, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме май памалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code