Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Интернет чăн пурнăçран ан уйăртăр

Интернет чăн пурнăçран ан уйăртăр

Интернетра ачасемпе çамрăксем ыррипе пĕрле киревсĕррине те тупма пултараççĕ. Шăпах çакăнтан асăрхаттарас тесе районти вĕренỹ учрежденийĕсенче «Интернетри хăрушсăрлăхшăн» эрне пырать.

Пусмăрланине, табак туртнине, эрех-сăрана, наркотиксемпе суицида пропагандăлани, экстремизмпа терроризма сăнарлакан информаци хăйĕншĕн хăрушă пулнине пĕлет-и вăл? Шăпах çакăн пирки каласа ăнлантараççĕ вĕрентекенсем ачасене класс сехечĕсенче. Маларах асăннă информацисем çул çитменнисен психикине япăх витĕм кỹреççĕ. Компьютер вăййисем те унăн шухăшлавне, характерне улăштарма пултараççĕ. Пăшалтан пенине, вĕлернине, хаярлăхпа тискерлĕхе сăнарлакан вăйăсенчен тухма çав тери йывăр. Вĕсем ăна чăн пурнăçпа пăтраштарма пултараççĕ. Ара, вăйăра хăйне чăн-чăн паттăр пек туять-çке ача, тата унта тус-юлташ чылай. Астармăш вăйăсем кĕске вăхăтрах нумай укçа-тенкĕллĕ пулма хистеççĕ, çакă та илĕртет. Интернет уçлăхĕнче уншăн пĕтĕмпех йĕркеллĕ, чăн пурнăçра вара вăл тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупаймасть. Ача мĕн суйлатăр? Хăйне лăпкă, хăтлă туякан вырăна паллах. Ку чухне интернетра ултавçăсен серепине лекесси часах. Вĕсене ача-пăчапа хутшăнусем йĕркелеме çăмăлрах. Мĕншĕн çул çитменнисем преступниксен аллине хăвăртрах çакланаççĕ? Ачасем интернетри тусĕсене чăн пурнăçри вырăннех хунипе.

Ашшĕ-амăшĕн, педагогсен ачасене социаллă сетьсенче палламан çынсемпе хутшăнмалла маррине аса илтерсех тăмалла. Интернет вĕсене чăн пурнăçран ан уйăртăр. Енчен те ача тĕлĕшпе интернет урлă киревсĕр ĕçсем пулса иртнине пĕлсен тỹрех йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене пĕлтерме ыйтатпăр.

О.КОРОТИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code