Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 60 çул алла-аллăн

60 çул алла-аллăн

Районти ЗАГС пайĕ çемьепе çыхăннă календарьти паллă уявсене тивĕçлĕн йĕркелесе ирттерет.

Амăшĕсен кунĕ умĕн кунта Çĕнĕ Пăвари Квасовсене чысланă. Федор Зиновьевичпа Наталия Николаевна 1962 çулхи ноябрĕн 29-мĕшĕнче Курнавăш ял тăрăхĕнче çемье чăмăртанни çинчен свидетельство илнĕ. Унтанпа сисĕнмесĕрех 60 çул иртсе кайнă. Çемье пуçĕ ĕмĕр тăршшĕпех тăван хуçалăхра вăй хунă. Комбайнерта, трактористра ĕçлесе 50 çул ытла стаж пуçтарнă.

Кил хуçи хĕрарăмĕ те вăр-варлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе палăрнă. Бригадир пулăшаканĕнче, весовщицăра, ревизорта тăрăшнă вăл. Кирек мĕнле ĕç шанса парсан та яваплăхпа, тỹрĕ кăмăлпа ĕçленипе хисепленĕ ăна. 58 çул тăрăшнă вăл тăван хуçалăхра.

Квасовсем 5 ачине çĕршыва юрăхлă ỹстерсе çитĕнтернĕ. Халĕ тăватă хĕрĕпе ывăлĕ ашшĕ-амăшĕн тĕрекĕ. Ватăсем 11 мăнукĕпе тата 9 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурнăçа малалла тинкереççĕ.

Федор Зиновьевич мĕн ачаран музыкăна юратнă. Халĕ те юрă-кĕвĕ ытамĕнчен уйрăлмасть. Май тупăнсанах хут купăсне ярса тытать.

Ĕç ветеранĕсем паянхи çамрăк мăшăрсемшĕн ĕçченлĕхĕпе, килĕшỹллĕ пурăннипе, ачисене тивĕçлĕ воспитани панипе ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Бриллиант туй кĕрекине пуçтарăннă Квасовсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Курнавăш ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕ Алиса Купташкина, ачисемпе мăнукĕсем ăшшăн саламланă.

Сăн ỹкерчĕкре: малти ретре — Квасовсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code