Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Канашри ăмăртусенче

Канашри ăмăртусенче

КИРЕ ПУКАНĔ йăтакансен хула чемпионатне «Локомотив» физкультурăпа спорт комплексĕнче йĕркеленĕ. Олег Федоров тренер «ачисем» — София Соловьева, Дарья Петрова, Павел Филимонов, Кирилл Сергеев (Елчĕк шкулĕ) чемпионсен тата ултă атлет призерсен йышне кĕнĕ. Софийăпа Павел абсолютлă виçере те çĕнтернĕ.

ИРĔКЛĔ МАЙПА кĕрешекенсем «Атлант» спорт клубĕн парнисене çĕнсе илессишĕн вăй виçнĕ. 2011-2012 çулсенче тата 2013-2015 çулсенче çуралнă ачасем Чăваш Енрен кăна мар, Тутарстанран тата Ульяновск облаçĕнчен те хутшăннă. Пирĕн район спортсменĕсенчен Лаш Таяпари вăтам шкулта вĕренекен Михаил Салмина ытларах ăннă: вăл — çĕнтерỹçĕ! Михаил Миллинпа Тимофей Антонов (Елчĕк шкулĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче чарăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code