Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Кĕмĕлпе» таврăннă

«Кĕмĕлпе» таврăннă

Рязань хулинче регболистсен Раççей чемпионачĕ иртнĕ.

Ăмăртăва Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди те хутшăннă. Вăл Новосибирск, Омск, Рязань хулисенчи ĕçтешĕсене парăнтарса финала тухнă. Унта вара Новосибирскри «Сибирьпе» тĕл пулнă, çивĕч кĕрешỹре ăна пĕчĕк шутпа выляса янă.

Çакна палăртма кăмăллă: республикăн пĕрлештернĕ команди йышĕнче Елчĕксем кашни çулах хăйсен ăсталăх-не кăтартаççĕ. Кăçал «кĕмĕллисен» ушкăнне Владимирпа Алексей Петрушкинсем (Аслă Елчĕк), Игорь Долгов (Шăмалак), Сергей Скворцов (Акчел) кĕнĕ. Владимирпа Сергейшăн Раççей шайĕнчи 3-мĕш чемпионат ку.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code