Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Елчĕк штангисчĕсем пултаруллă

Елчĕк штангисчĕсем пултаруллă

Елчĕкри Спорт çуртĕнче 2003 çулта çуралнă тата çамрăкрах йывăр атлетсем республикăра мала тухассишĕн ăмăртнă. Унта Елчĕк, Патăрьел, Етĕрне, Вăрнар районĕсенчи тата Шупашкарпа Çĕмĕрле хулисенчи штангистсем хутшăннă.

Ăмăртăва савăнăçлă лару-тăрура уçса спортсменсене Чăваш Республикин йывăр атлетика федерацийĕн президенчĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Г.Иванов тата ытти сумлă тренерсем саламланă, пухăннисене ăнăçусем суннă.

Турнирта пирĕн районти В.Марковпа А.Портнов тренерсен воспитанникĕсем питĕ лайăх кăтартусемпе палăрнă. Хăйсен виçисенче И.Абрамов, А.Киселев, Д.Смирнов, А.Панкратов, А.Овчинников, К.Хушкина çĕнтернĕ. Д.Портнов, Д.Казеев, Д.Носов, А.Абрамов, Д.Перцев, Н.Смирнов, К.Сальников, А.Александров, М.Григорьев, М.Яковлева, А.Андреев хăйсен виçисенче призлă вырăнсем йышăннă.

Ăмăртун чи çамрăк участникĕсем Д.Портновпа К.Хушкина дипломпа медальсĕр пуçне парнене те тивĕçнĕ. Команда зачечĕпе Елчĕксем мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Патăрьелсемпе Етĕрнесем пайланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code