Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Интер» — Елчĕкре

«Интер» — Елчĕкре

Футбол вăййине ачасем кĕçĕнрен кăмăллаççĕ. Вăхăт иртнĕ май вĕсем вăйă йĕркисене ăнкарса ăсталăх çулĕпе ỹссе пыраççĕ. Кунта вĕсене ашшĕ-амăшĕ хавхалантарса пыни пысăк вырăн йышăнать.

Иртнĕ эрнекун округ центрĕнчи стадион футболла вылякансене (2010-2021 çулсенче çуралнă) тата вĕсен ашшĕ-амăшне, тренерсене пуçтарчĕ. Çак кун округра Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Интер» футбол академийĕн филиалне уçрĕç. Пуçтарăннисене чи малтанах асăннă академин тĕп директорĕ Антон Гладышев саламларĕ.

— «Интер» академин филиалĕ паян Раççейĕн 9 регионĕнче уçăлнă. 35 филиала çамрăк футболистсем кăмăлласа çỹренипе пĕрле ăсталăхне те туптаççĕ. Пурĕ 350 ытла ăмăртура çĕнтерỹçĕпе призер ятне илнĕ академин Елчĕкри филиалĕ те ăста футболистсене хатĕрлессе шанса тăратпăр, — палăртрĕ Антон Александрович.

Салам сăмахĕсем çумне Елчĕк округĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Николаев хутшăнчĕ. Филиалăн ялавне тĕп директор аллинчен йышăннă май вăл ачасене спортăн çак тĕсĕнче ăнăçусемпе çитĕнỹсем сунчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code