Кушкă ялĕнче пурăнакан Анна Дергунова иртнĕ кунсенче 95 çул тултарнă.
Хисеплĕ юбиляра Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Тихонова саламланă, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн ăш пиллĕ сăмахсемлĕ открыткине тата асăнмалăх парне панă.
Анна Ивановна хăйĕн ĕмĕрне «Победа» колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Виçĕ хĕрпе виçĕ ывăла ура çине тăратнă. Шел, мăшăрĕ 25 çул каяллах çĕрĕ кĕнĕ. Ывăлĕн çемйипе пурăнаканскер, малашлăха шанчăкпа пăхать вăл. Паллах, чун йăпанăçĕсем унăн 17 мăнукĕпе 27 кĕçĕн мăнукĕ.

