Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яваплăха туйса

Яваплăха туйса

Ĕнер район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ертсе пынипе райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕ иртрĕ. Унта район пурнăçĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту – демографи çивĕчлĕхĕ пирки районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Надежда Баймушкина чарăнса тăчĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхра районта 13 ача çуралнине регистрациленĕ, ку вăл иртнĕ çулхинчен 9 ача сахалтарах. Çак тапхăрта Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм ял тăрăхĕсенче пĕр ача та килмен çут тĕнчене. Çемьере миçемĕш ача ытларах çуралнине пăхсан та ÿсĕм курăнмасть. Кунта виççĕмĕш пепке çуралнисен хисепĕ кăна пĕлтĕрхипе пĕр килнĕ – 6. Çĕре кĕнисен шучĕ кăçал – 75 /90/. Çапах та уйрăм ял тăрăхĕсемпе илсен /Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль/ кăштах ÿсни палăрать. Çынсем пурнăçран уйрăлнин пысăк пайĕ пуç мимине юн кайнипе /18/, ватăлса /11/, энцефалопати /11/, чĕре чирĕсемпе /10/ чирленинчен вилнĕ. Çемьесем чăмăртанассинче те Аслă Таяпа, Курнавăш, Лаш Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа, Тăрăм, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче тăхтав йышăннă пулинех – 1-мĕш кварталта пĕр туй та кĕрлемен. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтава пула уйрăлнă çемьесен йышĕ ÿсни те демографи политикинчи чи çивĕч ыйтусен шутĕнче. Иртнĕ çулхи 1-мĕш кварталта 4 çемье уйрăлнă пулсан, кăçал – 13. Унăн пысăк пайĕ /6 çемье/ 5 çул та пĕрле пурăнайманнипе çыхăннă.

Раççей Федерацийĕн Правительстви 2017 çулхи пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнчи 254-мĕш Йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн ЗАГС архивĕсенче упранакан кĕнекесене электронлă формăна куçарма Правилăсем çирĕплетнĕ. Çавна май районта 44768 граждан тăрăмĕн актне электронлă архива кĕртмелле.

2018 çулта кайăк-кĕшĕк грипне хирĕç кĕрешессипе, ку тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем йĕркелессипе ветеринари тата ытти службăсем чылай ĕç туса ирттернĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ Ирина Николаева палăртнă тăрăх, пĕлтĕрхи инкек кăçал та сиксе ан тухтăр тесен кашни кил хуçин кăткăс мар правилăсене çеç пăхăнмалла: вите-сарайсене дезинфекцилемелле, чăх-чĕпе лицензи, ытти ятарлă документ пур уйрăм предпринимательсенчен кăна туянмалла, кайăк-кĕшĕк чирлесен е вилсен ветспециалистсене пĕлтермелле…

Райадминистрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов çурхи ĕçсем мĕнле пынипе паллаштарнă май ?уйрăм информацире курăнать/, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин уйри пĕр лаптăк та, çав шутра электричество юписен таврашĕнче те, акăнмасăр юлмалла маррине хытарсах каларĕ. Унсăр пуçне пĕтĕм юпана шуратмалла, акнă-лартнă культурăсен паспортне çырса вырнаçтармалла.

Канашлура тишкернĕ ыйтусенчен пĕлтерĕшĕпе иккĕмĕш вырăнта пулмаллисем çук. Пуринпе те куллен ĕçлемелле: яваплăха туйса, хастарлăха ÿстерсе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code