Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Расписани паллă

Расписани паллă

Кăçал районти 164 вĕренекен 9 класс, 95 ача 11 класс пĕтерет.

9-мĕш класран вĕренсе тухакансем валли патшалăх экзаменĕн расписанине улшăнусем кĕртнĕ. Математикăпа майăн 23-мĕшĕнче, обществознанипе майăн 27-мĕшĕнче, вырăс чĕлхипе июнĕн 7-мĕшĕнче экзаменсем тытĕç вĕсем. Чăваш чĕлхипе тытакансен вара экзамен тытма Патăрьелĕнчи шкула каймалла. Июнĕн 1-мĕшĕнче истори, хими, физика, биологи, июнĕн 15-мĕшĕнче биологи, информатика, географи, июнĕн 22-мĕшĕнче географи, информатика предмечĕсемпе экзамен тытакансем хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслĕç.

2022 çулта 11 класс пĕтерекенсен патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене памалли кунсем:

  • Майăн 26-мĕшĕнче — хими, географи, вырăс литератури (Патăрьелĕнче);
  • Майăн 30-мĕшĕнче — вырăс чĕлхи;
  • Июнĕн 2-мĕшĕнче — математика (профиль);
  • Июнĕн 3-мĕшĕнче — математика (никĕс);
  • Июнĕн 6-мĕшĕнче — физика, истори (Комсомольскисем те кунта килеççĕ);
  • Июнĕн 9-мĕшĕнче — обществознани;
  • Июнĕн 14-мĕшĕнче — Патăрьелĕнче биологи, ют чĕлхе (çырса);

Июнĕн 17-мĕшĕнче — Шупашкарта ют чĕлхе (сăмахпа каласа);

Июнĕн 20-мĕшĕнче — информатика.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем Елчĕкри вăтам шкулта иртеççĕ. Паллах, экзаменсем кашнине хумхантараççĕ. Çапах та тăрăшса вĕреннĕ ачасем вĕсене çăмăллăнах парăнтарасса шанатпăр.

Аса илтеретпĕр, майăн 16-мĕшĕнче ЧР Вĕрентỹ министерстви Патшалăхăн пĕтĕмлетỹ аттестацийĕсем пирки ашшĕ-амăшĕсемпе онлайн пуху ирттерет. Вăл 17 сехетре пуçланать.

Е.НИКИФОРОВА,
райадминистрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн ИМЦ директорĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code