Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Яланах халăхпа юнашар

Яланах халăхпа юнашар

Çемьере кĕçĕн ывăл пулнăран Володя тăван килтен инçете тухса каясси пирки нихăçан та шухăшламан. Чăвашсен авалтан пыракан çирĕп йĕркипе вăл, Ĕнелĕнчи Николаевсен çемйинчи улттăмĕш ачи, ашшĕпе амăшĕн ватлăхри тĕрекĕ, тĕревĕ пулнине лайăх ăнланнă. Сумлă та пархатарлă, çав вăхăтрах яваплă чыса Владимир мĕн пĕчĕкрен пурнăç саккунĕ вырăнне хурса йышăннă. Унăн епле те пулсан хăй çуралса ỹснĕ тăван кил вучахне сỹнме памалла мар. Ялти тăлăххăн ларакан çуртсене сăнанă май Владимирăн чĕри тунсăхлăн тапать. Вăхăтĕнче вĕсенче ача-пăча сасси янраса тăнă-çке.

Чăннипех те кĕçĕннин сăваплă тивĕçне Владимир Арсеньевич куллен пурнăçласа пырать. 87 çулччен пурăннă ашшĕне, Арсений Трифоновича, лайăх пăхса чыслăн тирпейлесе пытарнă. 92 çулччен çут тĕнчепе киленнĕ Заря Макаровна умĕнчен те кайман. Ватлăхра ашшĕпе амăшĕ кĕçĕн ывăлĕпе кинĕн тĕревне аван туйнă. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакан пĕртăвансем те тĕп киле пырса ашшĕпе амăшĕн сывлăхĕпе интересленсех тăнă. Туслă та пысăк йыш Николаевсен. Тĕп çуртăн сумлă кĕрекине пуçтараканĕ вара шăпах кĕçĕннин çемйи. Володьăн мăшăрĕ, Наталия Валерьевна, ăш пиллĕ те тарават пулнăран тăванĕсем çав тери кăмăллă. Кирек хăçан та вĕсемшĕн кил карти уçă.

…Шăпах 25 çул каялла Ĕнел шкулне кĕçĕн классене вĕрентме килнĕ илĕртỹллĕ Елчĕк пикипе — Наташа Сапожниковăпа паллашнă та каччă. Пĕр-пĕрне пĕрре курса калаçсанах килĕштернĕ çамрăксем часах çемье çавăрнă. Владимир Арсеньевич салтакран килсенех ялти культура çуртĕнче ĕçленĕ. Халĕ те унта тăрăшма та мехел çитерет-ха вăл. Ял халăхĕ пушă вăхăта культурăллă канса ирттертĕр тесе тимлет.

Педагог профессине алла илсен шăпа ăна хăй вĕреннĕ шкула илсе çитернĕ. Елчĕк шкулĕнчи ачасене обществознани, истори предмечĕсене вĕрентет. Ачасем çав тери юратаççĕ ăна, кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупма ăсталăхĕ пысăк унăн. Кадет класĕн ертỹçин вĕренекенĕсем çĕршывăн кирек хăш вĕренỹ заведенийĕсенче ăс пухсан та хастар учителĕн предмечĕсене тарăн пĕлнипе палăраççĕ.

Анлă тавра курăмлă педагог хăй те тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Вăл районти «Çулталăкри вĕрентекен» конкурс çĕнтерỹçи, регион шайĕнче вара лауреат ятне тивĕçнĕ. «Чи лайăх класс ертỹçи» ята та пĕрре мар хỹтĕленĕ. Çавăн пекех Раççей Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ.

Общество ĕçĕнче хастарлăхпа çунакан арçын яланах халăх хушшинче. Ĕнел ялĕн старости кăçал та республикăра ырă ĕçсемпе палăрчĕ. Çавăн пекех вăл районти суйлав комиссийĕн председателĕ те.

Савнă мăшăрĕ, Наталия Валерьевна, Канашри педагогика училищинче пĕлỹ илнĕ. Каярахпа пĕлĕве И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче малалла тăснă. Ĕç биографине районти социаллă хỹтлĕх тытăмĕпе çыхăнтарчĕ. Малтанах специалистра, тĕп специалистра тăрăшрĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе тупма пĕлекенскер сăпайлăхĕпе, ăшпиллĕхĕпе тыткăнлать. Ача амăшĕсене, ватăсене, ытти категорири çынсене куллен улшăнса пыракан çĕнĕ саккунсене ăнлантарса парассине тĕпе хурать. Яланах çепĕç чĕлхепе пуплет вăл çынсемпе, мăн кăмăллăх çук унăн. Хальхи вăхăтра Наталия Валерьевна районти социаллă хỹтлĕх пайне ертсе пырать. Коллективра пысăк хисепре. Ыт ахальтен мар иртнĕ çул унăн сăнне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.

— Ĕç чуна çывăххи чăнахах та ырлăх. Кашни кун хăв юратакан ĕçе савăк кăмăлпа, тулли ĕмĕтсемпе утатăн пулсан, вăл ывăнтармасть, пачах тепĕр майлă, çĕнĕ вăй-хал, çунат хушать, — теççĕ Николаевсем.

Наталия Валерьевна та общество пурнăçĕпе тан утса пыракан хĕрарăм. Ял çинчи тĕрлĕ ыйтусене татса панă чухне яланах вăл мăшăрĕ çумĕнче. Ял территорине тирпей-илем кĕртмелле-и, е тĕрлĕ шайри мероприятисем йĕркелемелле — унпа юнашар яланах харсăр хĕрарăмсем.

Ĕçе чунтан парăннăскерсен пурнăçра чи хакли — çемье. Николаевсем икĕ хĕр ỹстереççĕ. Юлийăпа Мария ашшĕн çулне суйласа илнĕ. Аслă хĕрĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти шкулта ĕçлет. Кĕçĕнни — çак аслă шкулти историпе географи факультечĕн пĕрремĕш курс студенчĕ.

Май уявĕнче Николаевсен кил-çурчĕ хаваслă калаçусен ытамне путрĕ. Çĕр-аннемĕр çинче ĕçленĕ хыççăн хаваслă, пысăк йышпа канни те уйрăмах вырăнлă. Кил хуçи апат-çимĕç пĕçерме ăста. Кăвайт çинче шашлăк хатĕрлемелле, е хуранпа шỹрпе пĕçермелле, е плов — Владимир Арсеньевич яланах тутлă хатĕрлет. Мăшăрĕ вара усăллă çимĕçсенчен тĕрлĕ салат янтăлать… Пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланакан çемье кĕмĕл туй кĕрекинче çĕр çине чăннипех те пĕр-пĕриншĕн килнине тепĕр хут çирĕплетрĕç. Володьăпа Наташăн пит-куçĕсенче савăнăç шевли вылять, чипер те матур хĕрĕсем çине пăхнă май чун-чĕре телейпе тулать. Çак самантра ашшĕпе амăшĕ чи çывăх çынсенчен хакли нимĕн те çуккине лайăх ăнланаççĕ…

В.СМИРНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: Николаевсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code