Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Умра хĕрỹ тапхăр — экзаменсем

Умра хĕрỹ тапхăр — экзаменсем

Сисĕнмесĕрех тепĕр вĕренỹ çулĕ хыçа юлать. Часах тăххăрмăшсемпе вунпĕрмĕшсен хĕрỹ тапхăр пуçланать. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытмалли шутлă кунсем юлчĕç. Шкул пĕтерекен кăна мар, ашшĕ-амăшĕ те ывăл-хĕрĕ экзаменсене хатĕр-ши тесе хытă хумханать. Малашнехи шăпа экзаменсене мĕнле панинчен килет-çке-ха. Палăртса хунă çĕре вĕренме кĕмелĕх балсем пуçтарайĕ-и экзаменсенче? Çакăн пек кăткăс тапхăрта мĕнле лăпланма пĕлмелле-ха? Ашшĕ-амăшĕн ачине мĕнле тĕрев памалла?

  1. Ачана хăратмалла мар. Хытă хăратсан вĕренекен хăйне халсăр туйма пуçлĕ. «Пурпĕр пултараймастăп, тăрăшни те усси çук», — текен шухăш çирĕпленме пултарать ун пуçĕнче.
  2. Ачан пултараслăхне тĕрĕс хакламалла. «Эс пирĕн чи ăсли, 100 баллăх параян», — тесе ỹстерсе калани тĕрĕс мар. Вĕрентекенпе калаçса ачан хăш темăсемпе йывăрлăхсем пуррине ыйтса пĕлĕр, чи кирлине тепĕр хут пăхса тухмалăх вăхăт пур-ха. Ума пурнăçлама пултаракан тĕллев лартмалла.
  3. Ытлашши кулянса кăмăл-туйăма çиеле кăлариччен ĕçне туни усăллăрах. Ачăра ан вăрçăр. Çивĕч ыйтусене пĕрле ларса, тĕплĕн калаçса татса памалла.
  4. Ачăр çĕнĕ пĕлĕве еплерех майпа хăвăртрах ăса хывнине ăнланса илме тăрăшăр: кама-тăр блок-схемăсем, таблицăсем пулăшаççĕ, кама-тăр ахаль сăмахсемпе каласа ăнлантарни кирлĕрех.
  5. Хатĕрленнĕ чухне чи кирли — тăтăшшăн вĕренни. Эрнере пĕрре çур кун хатĕрлениччен кашни кун çуршар сехет те пулин мĕн вĕреннине аса илни, пĕлменнине вĕренни усăллăрах.
  6. Шкул пĕтерекен ывăлăрпа е хĕрĕрпе вăл патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенче пысăк балсем пухаймасан мĕн тăвасси пирки калаçу ирттермелле. Ачăр пуçĕнче çак шухăша çирĕплетме тăрăшăр: пысăк балсем пухаймасан та ним хăрушши те çук, пурнăç малалла тăсăлать. Урăх аслă шкула е колледжа вĕренме кĕме тăрăшса пăхма та пулать-çке. Кăçал пулмасан тепĕр çул ăнма пултарать. Çынсем аслă çулсенче те вĕренме кĕреççĕ-çке.
  7. Ачăра ун пурнăçĕнче хумхануллă самантсем халĕччен те пулни, вăл вĕсенчен çĕнтерỹçĕ пулса тухни пирки аса илтерĕр. Çакă ăна хăйĕн вăйне туйса илме пулăшĕ.

Районти вĕренекенсем хĕрỹ тапхăр пуçланиччен ППЭ сăнавлă майпа тытса пăхрĕç. Çакă ачасене тĕрĕслев умĕнхи кăмăл-туйăма çĕнме, экзамена пĕтĕмлетỹ тума тата çĕнĕ вырăнпа паллашма май пачĕ.

Л.САЙКИНА,
педагог-психолог.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code