Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхран тухнă ăстаçă

Халăхран тухнă ăстаçă

«Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси — ачаран», — тенĕ ваттисем. Сăмахăм Хăвăлçырма ялĕнче çуралса ỹснĕ Алексей Казаков çинчен пулĕ.

Алексей 1981 çулхи раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнче Людмилăпа Владимир Казаковсен çемйинче çуралнă. Пĕчĕккĕллех питĕ харсăр та анлă тавра курăмлă пулнипе ыттисенчен уйрăлса тăнă. Шкулта та кĕçĕн класран пуçласа алла аттестат иличченех «пиллĕк» паллăпа вĕреннĕ. Çакна унăн çемье архивĕнчи Хисеп хучĕсемпе кĕмĕл медалĕ çирĕплетса параççĕ. Шкул тулашĕнчи ĕçсенче те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă Алексей. Районти предмет олимпиадисенче, шашка-шахмат ăмăртăвĕсенче Хăвăлçырма шкулĕ яланах малтисен ретĕнче пулнинче те унăн тỹпи пысăк пулнă.

Алла аттестат илсен Алеша нумай шухăшласа тăман, тĕп хуламăрти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне технологипе экономика факультетне вĕренме кĕнĕ. Пултаруллă студента алла диплом илнĕ хыççăн çак вĕренỹ заведенийĕнчех ĕçлеме хăвараççĕ. 23 çулти каччă Чăваш Енри чи паллă аслă вĕренỹ заведенийĕн преподавателĕ пулса тăрать. Студентсене ăс панисĕр пуçне Алексей Владимирович хăйĕн пĕлĕвне ỹстерсех пырать. 2011 çулта кандидат диссертацине хỹтĕлет.

Çамрăк доцент ертсе пынипе чылай студент республика, регионсем, Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурссенче, фестивальсенче, выставкăсенче çĕнтерỹçĕсем пулса тăнă. Ĕçри тата конкурссенчи çитĕнỹсемшĕн Алексей Владимирович ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стпендине темиçе хутчен те тивĕçнĕ.

2016 çултанпа паллă ентешĕмĕр Раççейри шкул ачисем хушшинче иртекен олимпиадăра регион шайĕнче жюри председателĕн тивĕçне те пурнăçласа пырать. Кашни çулах Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрне вĕренекенсене хатĕрлесе пысăк çитĕнỹсем тăвать вăл. Çакна призерсене хатĕрленĕшĕн укçан парса чысланине çирĕплетекен свидетельствăсем кăтартса параççĕ.

Пушă вăхăт сайра пулин те Алексей хăйĕн юратнă ĕçĕпе те тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнать. Вăл йывăçран, юртан кĕлетке-скульптура туса чылай Хисеп хучĕпе дипломсем илме тивĕçнĕ. «Хрустальная нерпа», «Сказки и легенды в парковой культуре», «Сказание земли Чувашской», «Алтайская зимовка», «Лесная сказка», «Наследники Сорокина», «Там на неведомых дорожках», «Легенды Севера», «Бриллианты Якутии» тата ытти фестиваль-конкурссенче пăчкăпа касса тунă эрешсен çĕнтерỹçи вăл. Алексей ăсталаса эрешленĕ кỹлепесем чăн-чăн юмахри сăнарсем пекех пулса тухаççĕ. Йывăçран пăчкăпа касса ăсталанă упа, кашкăр, кушак пуçлă тăмана, пулă халь-халь чĕрĕлсе тăрассăн туйăнаççĕ. Пăртан е юртан касса кăларнă керменсем аякранах йăлтăртатса ларса куçа илĕртсе хăйсен енне туртаççĕ. Çак ăсталăха, паллах, Алексей хăйĕн вĕренекенĕсене те хăнăхтарать. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна 2018 çулта «Кванториум» ача-пăча паркĕнче «Хайтек» енĕпе хушма пĕлỹ паракан педагог пулма шанаççĕ. «Хайтекри мастерской» программăпа ачасене лазерпа тата ятарлă цифра техникипе ĕçлекен станоксемпе паллаштарать, 3Д моделированийĕнче пĕрремĕш утăмсем тума хăнăхтарать. 2019 çулта Мускав хулинчи «Соколово» технопаркра иртнĕ Раççей шайĕнчи конкурсран Алексей Владимировичăн вĕренекенĕсем çĕнтерỹçĕ дипломĕпе таврăннă.

Анлă тавра курăмлă çамрăк наукăпа та кăсăкланать. 18 наукăпа методика ĕçĕ Алексей Казаковăн. Вĕсенчен 1 монографи, 3 вĕрентỹ пособийĕ, 2 меслет сĕнĕвĕн пособийĕ, 14 методика статйи.

Çакăн пек пысăк çитĕнỹсем тума ăна Ирина мăшăрĕ ăнланни те пулăшать. Сăмах май каласан, иккĕшĕ те маларах асăннă аслă вĕренỹ заведенийĕнче пĕрле вĕреннĕ. Алексей икĕ ывăлпа пĕр хĕр ашшĕ. Вĕсемшĕн вăл ырă тĕслĕх. Алексей Владимирович ялти амăшĕ патне килсе те кил-хуçалăхри ĕçсенче пулăшать. Тăван кил умне йывăçран ăсталаса лартнă упа Алексея ăшшăн кĕтсе илсе ăсатса янăн туйăнать.

Çамрăк пулин те Алексей Казакова мухтавлă ентешсен йышне кĕртес килет. Ĕмĕчĕсем çунатлă унăн. Вăл — халăхран тухнă ăстаçă. Хăвăлçырмасем чăннипех унпа мухтанатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр.

Зинаида МИХЕЕВА.

Сăн ỹкерчĕкре:А.Казаков.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code