Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сывлăхне те, пурнăçне те хĕрхенмеççĕ

Сывлăхне те, пурнăçне те хĕрхенмеççĕ

Пушарнăйсен профессийĕ – чи хăрушшисенчен тата кăткăссисенчен пĕри. Çак профессие йывăрлăхран хăраман хăюллă та паттăр çынсем анчах суйласа илеççĕ. Вĕсен яланах çирĕп сывлăхлă тата пысăк вăй-халлă, вăр-вар та тÿсĕмлĕ пулмалла. Синкерлĕ лару-тăрура васкавлă та пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тума тивет, инкек лекнисене пулăшнă май пушарнăйсем тепĕр чух хăйсен сывлăхĕпе пурнăçне те хĕрхенмеççĕ. Шăпах çак пахалăхлă енсемшĕн хисеплет тата хаклать халăх пушар хурал ĕçченĕсене. Уяв умĕн эпир Елчĕкри 44 -мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕн ертÿçипе Василий Григорьевпа тĕл пултăмăр, тĕрлĕ ыйтусем çине хуравсем илтĕмĕр.

– Василий Николаевич, пушар хуралĕн ĕçченĕсен профессийĕ хăрушă та яваплă. Çакна тĕпе хурса сирĕн çулталăк хушшинче темиçе тапхăрпа зачет-экзаменсем иртнине пĕлетĕп…

– Çапла. Пушар хурал ĕçченĕсем çулсеренех ятарлă программăпа килĕшÿллĕн вĕренÿ, вĕреннине çирĕплетсе кашни кварталта вăй-хала тата теори пĕлÿлĕхне тĕрĕслекен зачет-экзаменсем витĕр тухаççĕ. Унсăр пуçне кашни çулах темиçе тапхăрпа командăпа штаб вĕренĕвĕсем, тренировкăсем иртеççĕ. Шăпах çак тĕрĕслевсем пире инкеклĕ лару-тăрăва маларах курса тата ăнланса пыма, нушана лекнĕ çынсене вăхăтлă пулăшу парса синкерлĕ лару-тăрăва кĕске вăхăтра тата пысăк çухатусемсĕр сирсе яма пулăшса пыраççĕ.

– Пушара хирĕç кĕрешекен районти организацисем пирки кĕскен каласа парсамăр.

– Паянхи кун районта пушарпа кĕрешекен тата çак инкеке асăрхаттаракан 2 организаци – пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕ /начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин/ тата Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕ /ертÿçи эпĕ/ ĕçлет. Вĕсенче пурĕ 22 çын тăрăшать. Унсăр пуçне кашни ял тăрăхĕнчех муниципалитет пушар хурал чаçĕсем пур.

– Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнас темăна уйăхсерен иртекен кашни Пĕрлехи информаци кунĕнчех хускатаççĕ, тĕп ыйтусен шутне кĕртеççĕ. Кăçал районта миçе пушар пулнă тата мĕн сăлтава пула алхасать «хĕрлĕ автан»?

– Пушар – калама çук хăрушă инкек. Ĕмĕрĕпе пухнă пурлăха самантрах кĕле çавăрнисĕр пуçне вăл çынсен пурнăçне те хĕрхенменни тата та хăрушă. Шел пулин те, районта кăçал 8 пушар /иртнĕ çулхи çак тапхăрта – 4/ пулнине регистрациленĕ. Пушартан пулнă сиен 493 пин тенкĕпе /540 пин тенкĕ/ танлашнă. 2018 çулхи çак тапхăрта инкексен вăхăтĕнче 3 çын пурнăçран уйрăлнă, кăçал пушарта çын сусăрланнă е вилнĕ тĕслĕх пулман. Ял тăрăхĕсемпе илес пулсан, кăçал чи нумай пушар Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче тухнă – пурĕ 4. Çавăн пекех Аслă Елчĕк, Елчĕк, Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсенче пĕрер пушар пулчĕ. Инкексен тĕп сăлтавĕ – халăх вут-çулăмпа асăрханусăр пулнинче, юсавсăр электрооборудованисемпе усă курнинче е вĕсемпе усă курас, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсене вырнаçтарас йĕркесене пăхăнманнинче.

– Халăха мĕн пирки асăрхаттаратăр?

– Инкекрен сыхланса пирĕн кашнийĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнасчĕ. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсенче территорисене çÿп-çапран, типнĕ курăкран тата çăтăр-çатăртан тасатас ĕç пырать. Çак вăхăтра уйрăмах тимлĕ те асăрхануллă пулар, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнар. Сăмахран, çÿп-çапа 1 метр сарлакăш, 30 сантиметр тарăнăш чавнă шăтăкра е ятарлă контейнерта çунтармалла. Вырăн çурт-йĕртен е ытти сооруженинчен – 50 метр, чăрăшпа хыр йывăçĕсенчен – 100 метр, ытти йывăçсенчен 30 метр аякра пулмалла. Çунтарас вырăна 10 метртан 2-шер кĕреçе сарлакăш чавса çаврака тумалла. Çав вăхăтрах çумра пушар сÿнтермелли хатĕрсем пулмалла. Майăн 1-мĕшĕнчен республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимĕ вăя кĕрет. Çавна май кирек хăш вырăнта та тип курăкпа çÿп-çапа çунтарма, кăвайт чĕртме юрамасть.

Пушар синкерĕ пирки ачасене те ăнлантармалла, вĕсене вутпа вылясран асăрхаттарсах тăмалла. Вĕрентекенсен анчах мар, ашшĕ-амăшĕн те ку енĕпе тимлĕ пулмалла. Унта-кунта тухнă чух ачасене çуртра питĕрсе е аслисемсĕр хăварасран асăрханмалла. Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пушар вăхăтĕнче ачасен пысăк пайĕ шкапа е кравать айне пытанса инкек тÿсет. Вĕсене пушар вăхăтĕнче сĕрĕмленме е çунса кайма пултарасса пĕлтермелле, çунакан çуртран хăвăрт тухмаллине ăнлантармалла. Пушарта «01», карас телефонĕ урлă «101», «112» номерсемпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутран ачасен те, пĕлмелле.

– Уяв ячĕпе мĕн каланă пулăттăр?

– Пирĕн паян пысăк уяв, çавна май пушар хуралĕн уйрăмĕнче тăрăшакан кашни сотрудниках, çав шутра çак яваплă ĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă ветерансене, вĕсен çемйисене чун-чĕререн саламлатăп. Пурин те çирĕп сывлăх, телей пултăр, çемьесенче килĕшÿпе татулăх хуçалантăр.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ÿкерчĕкре:Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн «Чăваш Республикинчи пушара хирĕçле служба» хысна учрежденийĕн начальникĕн çумĕ Вячеслав Укладов пушар хурал ĕçченĕсемпе ятарлă программăпа килĕшÿллĕн экзамен ирттерет /2018 çулхи декабрь уйăхĕнче тунă сăн ÿкерчĕк/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code