Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Хĕл Мучисемпе Юр пикесем – парадра

Хĕл Мучисемпе Юр пикесем – парадра

Декабрĕн 25-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп лапам енчен илтĕнекен хаваслă юрă-кĕвĕ инçете-инçете саланчĕ. Часах искусство шкулĕ патĕнчен утса килекен Хĕл Мучисемпе Юр пикесем, юмахсенчи пурте пĕлекен паллă сăнарсем, вĕсемпе пĕрле пуçламăш классенче вĕренекенсем çывхарса килекен Çĕнĕ çул тата Раштав юррисене шăрантарса Тĕп лапама хаваслăн утса çитрĕç.

Иртнĕ çулсенче районти тĕп чăрăша шăпах кунта вырнаçтараканччĕ, кăçал вара вăл культурăпа кану паркĕнче хăйĕн хăтлă вырăнне тупрĕ. Çĕнĕ çул уявне вăхăтлăха илемлетекен чăрăш кăна мар вăл халĕ, çакăнтах малалла ÿссе, çирĕпленсе тарăн тымарне ярса капăрлăхĕпе хĕлле кăна мар, çулла та хăйĕн илемĕпе тыткăнлĕ.

Уява пухăннă шкул ачисемпе учительсене, тăхăр ял тăрăхĕнчен килнĕ Хĕл Мучисемпе Юр пикесене, хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин ăшшăн саламларĕ, культурăпа кану паркĕнче ача-пăча валли тĕрлĕ вăйăсем вылямалли площадкăсем, спорт тренажерĕсем вырнаçтарнине, май уйăхĕнче карусель те хута каяссине палăртрĕ.

Чăрăш йĕри-тавра юрласа ташлакан Хĕл Мучисемпе Юр пикесем фестивалĕн тĕрлĕ номинацисен çĕнтерÿçисем пулса тăчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code