Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Тарават» ушкăн — пĕр çулта

«Тарават» ушкăн — пĕр çулта

Çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă çĕршывĕ теççĕ Чăваш Ен пирки. Чăнах та, халăх хушшинче пĕр йăла-йĕрке те сăвă-юрăсăр иртмест. Ăçта сăмах, унта кĕвĕ-юрă хуçаланать. Чăваш халăх юррисем ĕмĕрсем хушши аталаннă, вĕсем нихçан кивелми туйăма палăртма пулăшнă. Юрăсем йăхран-йăха куçса пырса паянхи куна çитнĕ. Çак пуянлăха çухатас мар тесен пирĕн вĕсене çамрăксем хушшинче анлă сармалла, юрлама вĕрентмелле… Ахальтен мар ваттисем: «Юрăсăр мĕнле пурăнăн, юрăсăр пурнăç çук, савăнăç çук», — тенĕ.

Авалхи чăваш юррисене, йăли-йĕркисене упраса хăварас тĕллевпе 2023 çулхи раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Елчĕк округĕнчи культура çурчĕ çумĕнче «Тарават» фольклор ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Ăна ертсе пыраканĕ — Кирилл Петров. Вăл хăйĕн пултарулăхне чи малтанах Кивĕ Эйпеçри культура çурчĕ çумĕнчи «Хĕлхем» ушкăнра аталантарнă, каярахпа «Тускил» ушкăнра та юрлама пуçланă. Хальхи вăхăтра Кирилл Шупашкарти культура институтĕнче 1-мĕш курсра куçăмсăр майпа вĕренет. Çак ушкăна 12 çултан пуçласа 22 çула çитичченхи çамрăксем çỹреççĕ. Унта пурĕ округри 9 ялтан 25 вĕренекен пуçтарăнаççĕ. Çамрăксем Елчĕкри культура керменне эрнере 2-3 хутчен пухăнаççĕ. Кĕвĕ каласа юрлаттараканĕ вара — Никита Дружинин. Вăл кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Хут купăс Никита аллинче вылянса çеç тăрать. Кирек мĕнле кĕвве те пит илемлĕ шăрантарать, юрламасăр чăтса тăма майĕ те çук. Кĕске вăхăтрах çак ушкăн хăйĕн концерт программипе тĕрлĕ вырăнсенче пулса курчĕ, Тутар Республикинче те, Чĕмпĕр облаçĕнче те, республикăри тĕрлĕ ялсемпе хуласенче те, Мускаври ВДНХ куравĕнче те вĕсем хăйсен пултарулăхне тивĕçлĕ шайра кăтартрĕç.

«Тарават» ушкăн çулталăк çитнине халалласа раштавăн 6-мĕшĕнче округри культура çуртĕнче уяв концерчĕ ирттерчĕ. Унта округри кашни ялтанах куракансем пуçтарăннă, зал лăк туллиех пулчĕ. Уява Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Л.В. Левый та хутшăнчĕ. Вăл коллектива пархатарлă ĕçшĕн пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Округ администрацийĕн ячĕпе «Таравата» сцена костюмĕсем илме 100 пин тенкĕлĕх сертификат тата «Ачасемшĕн, ачасем валли»» ятпа иртекен ача-пăча марофонĕнче пуçтарăннă укçаран 123 пинне парнелерĕ, малашне те творчествăра хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарма ырă сунчĕ. Ушкăна пĕрремĕш кунтанах çỹрекенсене вара Тав хучĕсем парса чысларĕ. Вĕсен йышĕнче Никита Дружинин, Алексей Борисов, Максим Цветков, Иван Шурбин-кĕçĕнни, Елизавета Мурзакаева тата Виктория Романова пулчĕç.

«Тарават» ушкăнри ачасен ашшĕ-амăшĕсем те пĕр вырăнта пусăрăнса ларакансем мар. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕрлĕ ансамбльсене юрлама çỹреççĕ. Ачасен ушкăнĕн ертỹçине вĕсем пурте пĕрле пуçтарăнса концерт валли чăваш çи-пуçĕ илме сертификат пачĕç, ачасене вара пылак та тутлă торт сĕнчĕç. «Тускил» ансамблĕн ертỹçи Иван Шурбин хут купăс парнелерĕ.

Концерт программинче вара чăваш халăх юррисем çеç мар, вырăслисем те янăрарĕç. Сцена çине çамрăк артистсем тин çеç çĕлетнĕ вĕр çĕнĕ вырăс халăх костюмĕсемпе тухрĕç. Çак костюмсене çĕлеме Кирила «Хĕлхем» ушкăн хĕрĕсем тата амăшĕ Оксана Васильевна Петрова Шупашкартан спонсорсем тупса пулăшнă. Уяв концерчĕ вĕçĕнче Кирилл Андреевич «Тарават» ушкăна çỹрекенсене пурне те парнесем парса хавхалантарчĕ. Концерта пуçтарăннă халăх хаваслă кăмăл-туйăмпа килĕсене саланчĕ.

Çапла, юрă этеме пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме, хуйха-суйха манма пулăшать. Вăл халăх тытса пыракан йăла-йĕркепе пурăнма вĕрентет. Апла пулсан, хисеплĕ вулаканăм, юрлар чăваш юррисене, вĕсене манăçа кăларар мар.

Анна ПОРТНОВА,
Чăваш наци конгресĕн вырăнти уйрăмĕн ертỹçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code