Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Асламăшĕн телейĕ – мăнукĕсенче

Асламăшĕн телейĕ – мăнукĕсенче

– Айта-ха, библиотекăна кĕрсе тухар, вĕр çĕнĕ хаçат-журнал пăхăпăр, курса калаçманни те нумай пулать, – тесе хистесех илсе кĕтĕм клуб çумĕпе иртсе пыракан тантăшăма культура çуртне.

Раиса Горшкова яланхиллех ăшшăн кĕтсе илчĕ пире.

– Мĕнле пурăнатăн-ха, Лиза, сывлăху мĕнле? – ыйтатăп тусăмран сĕтел хушшине ларнă май.

– 79 çул çинче пыратăп пулсан та аптăрамастăп тетĕп-ха. Паян, акă, Елчĕке социаллă хÿтлĕх пайне кайса килтĕм. Колхозра ĕçленĕ çулсемшĕн мĕн чухлĕ укçа хушса панипе интереслентĕм. Питĕ ăшшăн йышăнчĕç унта. Çĕнĕ çултан кашни уйăхра 1330 тенкĕ хушăнать тесе савăнтарчĕç. Эпĕ колхозра 33 çул вăй хунă, – ăшшăн пуплет Елизавета Ефимова.

Çиччĕмĕш класранах тăван хуçалăхра ĕçлеме пуçланă вăл. Малтанах виçĕ çул чăх-чĕп ферминче, унтан 13 çул дояркăра, 17 çул бригадăра пилĕк авнă. Каярахпа шкулта 9 çул тирпейлÿçĕре тăрăшнă.

– 10 пин тенкĕ пенси илетĕп. Мăшăрпа виçĕ ача çуратса ÿстертĕмĕр. Мăшăр ку тĕнчерен уйрăлса кайни 26 çул çитет. Кинĕм вăхăтсăр çĕре кĕни те хуçса хăварчĕ пурнăçа… Юрать, мăнукăмсем лайăх. Мария килте-ха, «5» паллăсемпе кăна вĕренет, – шăкăл-шăкăл калаçрĕ ĕç ветеранĕ.

– Марийăна Лена тантăшĕпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен хушшинче курнăччĕ-ха район хаçатĕнче. Питĕ маттур тенине илтнĕ, – тетĕп сăмаха малалла тăсса.

– Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине илсе тăма тытăнать. Мăнукăмсем пурте вĕренĕве мала хураççĕ. Асли, Таня, университетран эколога хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕ. Пĕр вăхăтрах каçхи сменăра акăлчан чĕлхине вĕренсе ăна та хĕрлĕ дипломпа пĕтерчĕ. Екатерина физикăпа математика факультетĕнче пĕлÿ илнĕ. Халĕ иккĕшĕ те çемьеллĕ. Илья техникум пĕтернĕ хыççăн салтака кайса килчĕ. Инçете ĕçлеме çÿресех Шупашкарта хваттер туянчĕ. Саша та техникум хыççăн Раççей çарĕн ретне тăчĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь вĕçĕнче салтакран таврăнчĕ. Мăнукăмсем лайăххипе савăнатăп та, мăнаçланатăп та. Пурте час-часах киле килсе пулăшса хăвараççĕ. «Хăвна сыхла, асанне. Эсĕ пире яланах сывă кĕтсе илсе ăсатса яр. Тавах сана, йывăр чухне пире пулăшса тăнăшăн», – теççĕ вара, – чунрине пытармарĕ Елизавета Петровна.

Лизăн ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем лайăх çынсем пулнă. Ашшĕ хăйĕн пурнăçĕнче çăварĕнчен усал сăмах кăларса курман. Амăшĕ ачисенчен хытă ыйтнă, ачашласа ларман, ĕçе хăнăхтарнă. Çавăнпа та вĕсен тăванĕсем те ĕçчен, харсăр пулнипе палăрнă таврара.

Пурнăçра йывăрлăхне, хуйхи-суйхине сахал мар тÿснĕ пулсан та хуçăлман Лиза. Яланах правур, пур ĕçе те вăхăтра туса ĕлкĕрнĕ, куççульне çынна кăтартман.

Д.СМИРНОВА,
Курнавăшри ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code