Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Утни вăл çирĕп сывлăх

Утни вăл çирĕп сывлăх

Спорт, пурте пĕлетпĕр, сывлăха упрама тата тÿсĕмлĕхе аталантарма пулăшать, кăмăл çирĕплĕхне ÿстерет.

Анчах çул ÿсĕмне кура активлă спорт пурин валли те мар. Çапах та спортпа туслашмалли мелсем кашнийĕн валлиех пур. Сăмахран – утни.

Çуран утни организма баскетбол е кĕрешÿ, çăмăл атлетика е спортăн ытти тĕсĕсем пекех усă кÿрет. Тепĕр пĕлтерĕшлĕ самант – вăл пысăк тăкаксем «ыйтмасть». Ятарласа спорт залне çÿремесен те пултаратăн, пушă вăхăт та нумай кирлĕ мар. Меллĕ тумтирпе пушмак тата хăвăра çĕкленÿллĕ туяс килни кăна пултăр.

Çыннăн кунне миçе утăм тумалла-ха; Тĕрĕссипе, кашнийĕн тĕрлĕрен. Пĕтĕмпех çул ÿсĕмне тата сывлăха кура. Хăшĕшĕн 1000 утăм та – «паттăрлăх», тепри вара 15000 е 20000 утăма та çăмăллăнах утса тухать те ывăнма та ĕлкĕреймест. Çавăнпа малтанах çыннăн хăйĕн вăйне хакламалла.

Нумайăшĕ чупнă пек хăвăрт утни е ятарлă хатĕрсемпе /сăмахран, скандинави туйисемпе/ утни кăна тĕрĕс те усăллă тесе шутлать. Çакă йăнăш шухăш. Кăмăла çĕклес, сывлăха тытса пырас тесен утас хăвăртлăха ÿстерме /уйрăмах тренировкăсен пуçламăшĕнче/ сĕнмеççĕ. Мĕншĕн тесен утăм вăрăмăшĕ ÿсет, çакă вара хăвăртлăха чакарать тата часах ывăнтарать. Çапах та юриех ерипен утма та кирлĕ мар. Чи лайăх хăвăртлăх – сехетре 4-5 çухрăм – вăй-хăват та хушать, хаваслăх та ÿсет.

Кунне миçе утăм тунине тĕрĕс пĕлме ятарлă хатĕр пулăшать. Çакна валли смартфон çине ятарлă приложени вырнаçтарăр, шагомер е смарт-сехет туянăр. Çавăн пекех пушмак меллĕ те çирĕп пулни пĕлтерĕшлĕ. Енчен те сирĕн вăрах утса çÿрес тĕллев пулсан, çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак тăхăнни вырăнсăр.

Утни вăл – çирĕп сывлăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, пурнăç кăсăклăхĕ. Май пур чухне транспорта уçăлса çÿренипе ылмаштарăр, кану кунĕсенче компьютер е телевизор умĕнче ларса ан ирттерĕр – çывăхри парка, уçă сывлăша тухăр, кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче урама тухса утса çÿрессине йăлана кĕртĕр.

А.МОЛОСТВОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code