Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:
«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн хăтлăх объекчĕсемшĕн Пĕтĕм Раççейри сасăлава хутшăннă кашни çынна тав тăватăп. Сирĕн пуçарулăхăра кура эпир çитес çул хăш парксене, скверсене, кану зонисене хăтлăх кĕртмеллине палăртрăмăр. Шăпах эсир, Чăваш Енре пурăнакансем, малашлăхри улшăнусене хутшăнакансем пултăр. Эсир епле сасăланинчен пирĕн пĕрлехи кил епле пуласси паллă.Сирĕн хастарлăх — республика аталанăвĕн мăнаçлă вăйĕ.
«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Хăтлă хула хутлăхне йĕркелесси» проекчĕпе килĕшỹллĕн Раççейре çĕнĕ йышши кану вырăнĕсем хута каяççĕ, çавăн пекех шыв хĕрринче вырнаçнă общество вырăнĕсене хăтлăх кĕртеççĕ.
Раççей пĕлтерĕшлĕ çак пысăк ĕçе Чăваш Ен пысăк тỹпе хывать. 2017 çултанпа, федераци проекчĕ старт илнĕренпе, республикăра 246 общество вырăнне çĕнетнĕ. Пирĕн республикăри 15 проект пĕчĕк хуласемпе истори пĕлтерĕшлĕ ялсенче хăтлă хула хутлăхне тăвас енĕпе хатĕрленĕ чи лайăх проектсен конкурсĕнче çĕнтернĕ. Республикăра хăтлă скверсем тунă. Юхан шывсен хĕррисене, çуран çỹремелли вырăнсене тирпейлесе йĕркене кĕртнĕ. Хăтлăх кĕртмелли вырăнсене, паллах, ялсемпе хуласенче пурăнакансем хăйсем суйласа илнĕ. Çакăншăн вĕсем хăтлăх кỹрекен объектсен Пĕтĕм Раççейри сасăлавне хутшăнса хăйсен сассисене панă. Чăваш Республикин пуçлăхĕ Олег Николаев çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти ĕçне пĕтĕмлетнĕ сасăлава хутшăннă, республика пуласлăхĕшĕн тăрăшса хăйсен сассисене панă кашни çынна тав тунине пĕлтернĕ.
Юхан шывсен хĕррисенчи территорие аталантарасси те федераци шайĕнчи, Чăваш Енре те тĕп ыйтусенчен пĕри пулса тăрать. Асăннă проекта ăнăçлă пурнăçа кĕртнĕ тĕслĕхсем: Сĕнтĕрвăрринче тата Шупашкарта Атăл çыранне хăтлăх кĕртни. Çакă Атăл хĕррине хула çыннисемпе туристсене ытларах илĕртме май пама тивĕçлĕ. Федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн кăçал тума палăртакан ĕçсем те сахал мар.
«Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2030 çул тĕлне çĕршывра 30 пин общество территорине хăтлăх кĕртмелле тата Раççейри конкурсра çĕнтернĕ 1,6 пин проекта пурнăçа кĕртмелле.

