Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «АН-2 самолет летчик пулма хистерĕ…»

«АН-2 самолет летчик пулма хистерĕ…»

«Елчĕкре А.В.Игнатьев ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ умне вырнаçтарнă М-24 вертолет хуçине тахçантанпах шыранăччĕ. Тинех тупăнчĕ. Вăл Шуршу ялĕнче çуралса ỹснĕ Петр Лазарев. Çак вертолетпа Афганистан Республикинче вĕçнĕ вăл…». Çакăн пек хыпар илсен пĕлтерекенсен урлах Петр Петровичăн телефон номерне шыраса тупрăм, ентешĕмĕрпе çыхăнтăмăр.

Чăвашла таса та тикĕс калаçакан лăпкă саслă майор летчик, тỹрех калатăп, чунра ăшăлăх çуратрĕ. «Маттур, тăван тăрăхран тухса кайнăранпа 40 çул иртнĕ пулсан та тăван чĕлхемĕрпе питĕ яка калаçать», — çуралчĕ шухăш пуçăмра.

Сăмах май, калаçуран çакă паллă пулчĕ: Елчĕкри вертолет П.Лазарев вĕçни мар, çапах та çакăн евĕр вертолетпа ентешĕмĕр Афганистанра 200 сехет вĕçнĕ, 166 хут тĕрлĕ çар операцине хутшăннă. Çар çынни пĕлтернĕ тăрăх, унăн вертолечĕ çинче пуля шăтăкĕ питĕ нумай пулнă.

Сăмах çăмхине сỹтнĕ май Петр Петровичăн ачалăхĕ патне таврăнтăмăр.

— Эпĕ 1958 çулта Шуршу ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Анне — Валентина Петровна Лазарева — Елчĕк ялĕнчи «Нива» ресторанра тăрăшатчĕ. Хăй каланă тăрăх, 17 çулта чухне ĕçлеме вырнаçнă та вăл кунта, 65 çула çитичченех тăрăшрĕ. Хамăр Шуршу ялĕнче пурăнаттăмăрччĕ. Анне унта ĕçленĕренех пуль, Елчĕке час-час килеттĕмччĕ. Аннен район центрĕнче пурăнакан иккĕмĕш сыпăкри аппăшĕ мана аэродром территорине уçăлма илсе çỹрени асра юлнă. Унта ларакан АН-2 самолет манра уйрăмах ăшă туйăм çурататчĕ, эпĕ унăн кабинине пĕрре анчах мар кĕрсе ларса малашлăхра пĕлĕте çĕкленесси пирки ĕмĕтленнĕ. Шăпах çак самолет летчик пулма хистерĕ мана», — аса илчĕ Петр Лазарев.

Ача малтан Чăваш Тăрăмĕнчи шкулта 4 класс таран вĕреннĕ, унтан — Аслă Таяпа, каярах Елчĕк шкулĕсенче пĕлỹ илнĕ.

Шкул хыççăн ниçта та мар, тỹрех Сызраньти çар авиацийĕн аслă училищине вĕренме кĕнĕ. Унта Валера юлташĕпе кайнă вăл. Кунта вертолет çинче вĕçессине пĕлсен тусĕ каялла таврăннă.

— Медкомисси витĕр ăнăçлă тухрăм. Ĕçлесе çитĕннĕ ял ачи сывлăх енчен çирĕп пулнă ĕнтĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче лашапа хиртен утă-улăм, ĕçлекенсем патне шыв турттарма шанатчĕç мана. Кайран 9-мĕш класс хыççăн комбайн пулăшуçинче ĕçлерĕм. Спортпа та туслă пулни ỹт-пĕве пиçĕхтерме тата тĕреклетме пулăшнах ĕнтĕ. Вĕренме кĕнĕ чух экзаменсене «4» паллăпа тытрăм, — калаçăва малалла тăсрĕ ĕнерхи летчик.

Районтан урăх никам та пулман вĕреннĕ çĕрте. Вĕренме кĕрсенех вăл пĕр курсри Канаш районĕн каччипе Николай Гавриловпа çывăх туслашать. Малашлăхра юлташĕ Раççей Геройĕ пуласса тĕшмĕртмен те паллах ун чух яшсем.

«Пĕрремĕш вĕçев пирки каласа парсамăр. Вертолет çине ларсан ачалăхри самолет аса килмерĕ-и?» ыйту çине вăл çапла хуравларĕ:

— Паллах аса килчĕ. Вертолетпа вĕçме иккĕмĕш курса пуçларăм. Пĕлĕте çĕкленес ĕмĕт тинех пурнăçланнăшăн мĕн тери хĕпĕртенине сăмахпа та каласа параймăн. Кунта чи кăткăсси вертолетпа виçĕ метр çỹллĕшне çĕкленсен ăна пукана пĕр ури çинче тăратнă евĕр тытса тăрассиччĕ. Ку задание эпĕ тивĕçлĕ пурнăçларăм.

1979 çулта училищĕрен вĕренсе тухнă 400 курсант çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Петр Лазарев Липецкри çар училищинче пĕлĕвне малалла туптанă. Маларах МИ-8, кайран МИ-24 вертолетсем çинче вĕçме хăнăхнă, унтан Забайкалье тăрăхĕнчи Могоча хулине çар тивĕçне пурнăçлама янă. 2 çултан Афганистан Республикине илсе кайнă ентеше. «1982 çулхи ака уйăхĕнче пире, 20 экипажа, Афганистана ячĕç. Унти лару-тăру пирки маларах никама та нимĕн те пĕлтермен. Пĕрремĕш операцие хутшăнсан шиклĕх туйăмĕ пулчĕ кăштах. Кундуз хулинче вырнаçнă пирĕн полк çак çĕршывăн çурçĕр тата кăнтăр чиккисене çыхăнтаракан стратеги пĕлтерĕшлĕ вырăнсене сыхлассишĕн яваплăччĕ. Палăртнă вырăнсене бомбăсем пăрахаттăмăр, апат-çимĕç, хĕç-пăшал, топливо турттаракан хамăрăн колоннăсене вырăна çитме пулăшаттăмăр. Заданисен вăхăтĕнче 50-60 автомашинăна вырăна çитернĕ. Хăрушлăх кашни утăмраччĕ. Вертолет кантăкĕсем йăлтах броньпа пулнă. Пĕррехинче черетлĕ задани вăхăтĕнче сывлăш валли уçнă пĕчĕк çеç хушă витĕр пуля кĕрсе ман çийĕн вĕçсе иртсе оператор-штурман ури витĕр тухса кайрĕ. Турă сывă юлма пỹрнех пире».

Килĕнче мăшăрĕ тата ачисем кĕтни вара пысăк шанчăк панă.

Палăртнă вăхăтран ентешсене урăх офицер-летчиксем улăштарнă. Интернационалла тивĕçе паттăрлăхпа тата хăюлăхпа пурнăçланăшăн 1983 çулта Петр Лазарева Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Каярах Петр Лазарев çар службине Германи çĕрĕ çинче малалла тăсать, 2 çул çурăран Калининград облаçĕнчи çар чаçне илсе çитерет ăна шăпа. Кунта çар аэродромĕнче вертолетчиксен полкне ертсе пырать, 1994 çулта майор званипе отставкăна тухать.

Отставкăна кайсан пĕр хушă пулас водительсене автомашинăпа çỹреме вĕрентнĕ ĕнерхи çар çынни. Хальхи вăхăтра транспорт компанийĕнче ĕçлет: автобус водителĕ.

Çар училищине пĕтернĕ çул Сызрань хĕрĕпе Нина Ивановнăпа çемье çавăрнă Елчĕк каччи. Калининград хулинче пурăнаççĕ. Туслă çемьере хĕрпе ывăл çитĕннĕ. Халĕ вĕсем çемьеллĕ, ашшĕпе амăшне 2 мăнукпа савăнтараççĕ.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕксенче: Петр Лазарев тата вăл вĕçнĕ вертолет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code