Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Йывăрлăхра – пĕрле

Йывăрлăхра – пĕрле

ЧР Вĕренÿ институтĕнче республикăри волонтерсемпе доброволецсен форумĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

– Ултă çулта питĕ нумай ĕç тунă, чылай проекта пурнăçа кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн ĕçĕр питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сирĕн ĕçĕрте – уйрăм çынсен шăпи. Эсир нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр ыттисене пулăшма васкатăр. Ырă чунлă çынсем ытларах пулсан обществăра та килĕшÿ пулать. Пĕрле пур йывăрлăха çĕнтерме пултаратпăр, – тенĕ Олег Алексеевич.

Унтан вăл ыр кăмăллăх акцийĕсенче хастарлăх кăтартнисене тĕрлĕ наградăпа чысланă. Вĕсен йышĕнче – карантин вăхăтĕнче ватă çынсене апат-çимĕçпе тивĕçтернисем, медиксене пулăшнă çамрăксем, волонтерсен ĕçне йĕркелесе пынă ертÿçĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code