Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрле, пĕр шухăшлă пулмалла

Пĕрле, пĕр шухăшлă пулмалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура кун йĕркине малтан кĕртнĕ ыйтусене — ЗАГС пайĕн 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем тата кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи отчетлă тапхăрта ял тăрăхĕсенче бюджета тултарнин тĕп виçисем çинчен — сỹтсе явма тытăниччен ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов ирхине 6 сехет иртсенех муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ видеоканашлу ĕçне пĕтĕмлетрĕ.

Паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ыйтусем вĕсем. Пĕрремĕшĕ: хушма хуçалăх тытакан граждансене малашне хăйсен ĕçне анлăрах тата тухăçлăрах йĕркелеме пулăшас тĕллевпе çирĕплетнĕ патшалăх программине хутшăнтарассин ĕçне вăйлатасси. Елчĕк районĕнче 1038 уйрăм çын «Самозанятость» программăна хутшăнса патшалăхран пулăшу илме пултарать. Анчах хальлĕхе районта çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыманнине пытармарĕ Леонард Васильевич. Çакна шута илсе вăл ял тăрăхĕсенчи килти хушма хуçалăх тытакансем хăй тĕллĕн ĕçлекенсем пек пулса налук инспекцийĕнче регистрациленессин ĕçне васкатма ыйтрĕ. Ку чухне, паллах, пĕтĕм яваплăх ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕ çине тиенет.

Тĕрĕссипе каласан, çакна аслă ỹсĕмри ял çыннисем те çирĕплетсе калама пултараççĕ: уйрăм хушма хуçалăха аталантарма çакăн чухлĕ тимлĕх уйăрни хăçан пулнă? Хальхи вăхăтра çамрăксен ĕçлеме ỹркенмелле мар анчах. Патшалăх шайĕнче палăртнă çăмăллăхсем, субсиди тăкаксене чакарма, тупăша ỹстерме пулăшать, паллах.

Хăй тĕллĕн ĕçлекен пек пулса регистрациленме кăмăл тăвакансем хут ĕçĕсене пурнăçласси те çитес çултан тытăнса самай ансатланать. Патшалăх пулăшăвне информаци тытăмĕ урлă йĕркелеме палăртнă. Вăл «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе тĕревлемелли инфратытăм организацийĕсем кỹрекен пулăшу ĕçĕсен регион реестрĕ» ятлă. Çапла майпа документсене дистанци мелĕпе хатĕрлеме пулать. Хăй тĕллĕн ĕçлесе килти хушма хуçалăха аталантарас тĕллевлĕ çыннăн телефон е планшет çине «Манăн налук» приложение вырнаçтармалла та çавăнта регистрациленмелле. Малашнехи пĕтĕм информаци телефон çине килсе тăма тытăнать.

Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ тепĕр ыйту — Раççее хỹтĕлекенсене пулăшасси. Халăхăн пĕр йышне мобилизацилеме пуçласан Чăваш Енри «Пĕрле» фонд пуçарăвĕпе «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятпа вăй илнĕ акцие Елчĕк районĕнче чи малтан хутшăннисем ял хуçалăх организацийĕсем пулнă. 14 ял хуçалăх предприятийĕпе 8 хресчен (фермер) хуçалăхĕ Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăнă ентешсене пулăшса хальлĕхе 226 пин тенкĕ укçа-тенкĕ куçарса панă. «Нива» агрофирма» ООО (директорĕ — Николай Гладков) тата хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертỹçи Елена Цветкова вара ятарласа уçнă счет çине хăйсен кăмăлĕпе пуринчен ытларах укçа-тенкĕ куçарнисем. Унсăр пуçне, районти ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем Донбасс çыннисемпе ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне çак кунсенчех гуманитари пулăшăвĕн пысăк ушкăнне ăсатма хатĕрлесе çитернĕ. Курнавăшри Цветковсен хресчен (фермер) хуçалăхĕ вара çак ĕçре те пысăк пуçарулăхпа палăрнă. Унсăр пуçне, вĕсен çемйи çар операцийĕсем пуçланнă малтанхи кунсенчех 100 пин тенкĕ куçарнă.

Пĕрлĕхре, пĕр шухăшлă пулнинче — пысăк вăй. Районти ытти отрасльте ĕçлекенсем те мобилизациленĕ граждансене пулăшма хастар хутшăнасса шанса тăнине палăртрĕ Леонард Левый.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code