Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе паллашатпăр

Район администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕпе паллашатпăр

Леонард Васильевич Левый район администрацийĕнче çĕнĕ çын мар. 2006 çултан пуçласах вăл вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ. 2008-2010 çулсенче, пĕр вăхăтрах, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ те, 2011 çулхи кăрлач уйăхĕнчен тытăнса район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ пулса вăй хунă. 2020 çулхи чÿк уйăхĕн 3-мĕшĕнчен тытăнса – район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Леонард Левый 1963 çулхи çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Хăвăлçырма ялĕнче çуралнă.

Салтак тивĕçĕсене Совет Çарĕсен Германири ушкăнĕнче чыслăн пурнăçланă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренсе «Историк. Истори тата обществоведени предмечĕсен преподавателĕ» специальноçĕпе квалификаци илнĕ. РФ Президенчĕ çумĕнчи патшалăх службин Раççей Академине /2008 çул/ пĕтернĕ.

…1982 çулта Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт Вăрнар районĕнчи Калинино салинчи шкул-интернатра вăй хунă. Ун хыççăн Совет Çарне кайма ят тухнă, кунта вăл взвод командирĕн çумĕ таран ÿснĕ. 1984-1987 çулсенче Çуткÿлти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта физкультура тата географи, 1987-1989 çулсенче Хăвăлçырмари шкулта истори тата географи предмечĕсене ертсе пынă. 1989-1991 çулсенче ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ, 1991-2006 çулсенче ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн директорĕ.

Хăйне шанса панă ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн Леонард Левый «РФ Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕренÿ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене, Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code