Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çулĕ тап-такăр

Çулĕ тап-такăр

Курăмлă ĕç кăтартăвĕсене çывхартнăшăн грант шучĕпе тивĕçнĕ тата вырăнти бюджет укçи-тенкипе усă курса кăçал районта асфальтлă çул-йĕре юсаса çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Елчĕк ял тăрăхĕн территорине кĕрекен çулсем, уйрăмах, палламалла мар çĕнелсе улшăнчĕç. Çу уйăхĕсем пуçлансанах Совет урамне, район больницине илсе çитерекен 852 метр тăршшĕ çула юсаса çĕнетрĕç. Пĕр вăхăтрах ăна анлăлатрĕç, çуран утмалли тротуара асфальт сарса малалла тăсрĕç.

Çавăн пекех Октябрь, Беляев урамĕсенчи, «Прогресс» хуçалăхăн автопарк территорийĕ çывăхĕнчи пăралука шутласан юсаса çĕнетнĕ çулсен инçĕшĕ 2,5 çухрăм ытла шутланать. Çак ĕçсене пурнăçлама «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективĕ хăй çине яваплăх илнĕ, шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларма та пултарнă. Апла пулсан, çул-йĕр ĕçченĕсен хăйсен професси уявне чыспа, сумпа кĕтсе илме сăлтавĕ пысăк.

Çул-йĕр хуçалăхĕн ĕçченĕсем кăçалхи сезонра ытти объектсене ĕçе кĕртессинче те хастарлăхпа палăрнă. Çакăн пирки тепĕр хутчен аса илни те уявра, пушшех, ытлашши пулас çук. 2,6 çухрăма тăсăлакан Елчĕк – Курнавăш автомобиль çулне ĕçе янă. Тип Тимеш ялĕнчи 760 метр çула юсас, кĕпер тăвас ĕç те вĕçленсе пырать. Унсăр пуçне, малтан сарнă автомобиль çулĕсене /200 çухрăма яхăн/ тирпейлесе тăрассипе, ялсем хушшинчи урамсене юсассипе те çу каçипе сахал мар ĕç туса ирттернĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: «ДПМК «Яльчикское» ООО хастарĕсем – Николай Александров, Елена Кошкина, Владимир Кушманов рабочисем – хĕрÿ ĕçре.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code