Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕрĕ – чун киленĕçĕ

Тĕрĕ – чун киленĕçĕ

Кăçалтан «Паха тĕрĕ» фабрикăра 15 çул ытла тĕп художникра вăй хунă Екатерина Ефремован çуралнă кунĕ, ноябрĕн 26-мĕшĕ, тĕрĕ ăстисемшĕн паллă уяв пулса тăрĕ.

Республикăра тĕрĕ ăсталăхне аталантарассишĕн, çак пуянлăха анлăрах сарма, йăла-йĕркене упраса хăварма, ламран лама пама тăрăшни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре Чăваш тĕррин кунне çирĕплетнине эпир, ялти хĕрарăмсем, пысăк кăмăл-туйăмпа кĕтсе илтĕмĕр. Мĕн пĕчĕкрен пире аннесем ал ĕçне вĕрентнĕ, пушă вăхăт тупăнсанах тĕрлеме ларнă. Хĕр упраç ĕçченлĕхĕ туй кунĕнче те лайăх курăнатчĕ: тĕрĕ-çаккисене пурне те курăнмалла стенасем çине капăрлатса хуратчĕç. Ялти ватти-вĕтти туй курма çÿренĕ май çĕнĕ кинĕн тĕррисемпе паллашатчĕ, халĕччен курман ÿкерчĕксене тĕрлесе илесси çирĕп йăлана кĕнĕччĕ.

Шуршура та тĕрĕ ăстисем нумай. Вĕсенчен пĕри – Венера Львова. Вăрçă ачи ĕмĕрне тăван колхозра тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе ирттернĕ. Ватлăхра пĕчченех пурăнать. Тирпейлĕ ватă хăй вăхăтĕнче мĕн кăна тĕрлемен-ши? Минтер пичĕ, вырăн, тенкел çи виттийĕ, пит шăлли… Халĕ те вĕсене арча тĕпĕнче вырттармасть, вĕсемпе кил-çуртне капăрлатать. Илемлĕхе чунпа туякан Венера Александровна сăпайлăхĕпе, ырă кăмăлĕпе палăрать.

А.ПАВЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Львован /сылтăмри/ тĕррисемпе паллашма кăмăллă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code