Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Коронавирус хăратать, шарт! сиктерет пурне те

Коронавирус хăратать, шарт! сиктерет пурне те

Ковидпа чирлекенсен хисепĕ, шел пулин те, чакмасть, ÿссе анчах пырать. Ку тĕлĕшпе республикăри, районти лару-тăру та çивĕчленсех пырать.

Инфекци сарăлассине чарса лартас тĕллевпе куллен тенĕ пекех çĕнĕрен те çĕнĕ чару мерисем çирĕпленеççĕ. Ку енĕпе республикăра ятарласа ĕçлекен штабăн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ юлашки ларăвĕнче 18 çула çитмен çамрăксене ашшĕ-амăшĕсĕр, ытти аслă çынсемсĕр суту-илÿпе кану центрĕсене кĕртме чарасси пирки калаçнă. Ĕçлекенсене, уйрăмах аслă ÿсĕмри çынсене, май килнĕ таран дистанци мелĕ çине куçарасси, предприяти-организацире дезинфекци тăвасси, сывлăша тасатмалли хатĕрсемпе усă курасси, ĕçлекенсене маскăсемпе, антисептикпа тивĕçтересси, командировкăсене яма пăрахасси, республикăра иртекен мероприятисене мĕнле йĕркепе ирттересси пирки те сÿтсе явма тивнĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕ Надежда Луговская халăха йышпа пухса мероприятисем ирттерме чарăнасси пирки каланă.

Район администрацийĕнчи мобильлĕ ушкăн та тăтăшах халăх хушшинче пулса ăнлантару ĕçĕсене йĕркелессипе тимлет. Тунтикун вĕсем район центрĕнчи мĕнпур обществăлла апатлану объекчĕсемпе илем кÿрекен салонсене çитсе курнă. Вĕсенче çынсене йышăннă чухне санитарипе гигиена йĕркисене епле пăхăнса ĕçленипе кăсăкланнă. Ĕнер те темиçе ял тăрăхĕнче пулнă. Ял çыннисем ытларах пулакан вырăнта – лавккасенче чиртен хÿтĕленсе куллен йĕркелеме тивĕçлĕ мероприятисене епле пурнăçланипе кăсăкланнă.

Светлана АРХИПОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: мобильлĕ ушкăн район центрĕнчи «Венера» салон-парикмахерскире – тĕрĕслевре.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code