Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Банк ĕçченĕ код ыйтмасть

Банк ĕçченĕ код ыйтмасть

Полици ĕçченĕсем хĕрарăмсене 469 пин тенкĕлĕх улталанă преступниксене тупса палăртасшăн. Вĕсем 2 хĕрарăмăн банк картти çинчи укçа-тенкине вăрланă.

Шупашкарта пурăнакан 46 çулти хĕрарăм патне палламан çын шăнкăравланă та хăйне банк ĕçченĕ тесе паллаштарнă. Калаçу вăхăтĕнче вăл унăн счечĕ çинче пĕр пин тенке яхăн, банк картти çинче 500 пин тенкĕ нухрат упраннине пĕлнĕ. Хĕрарăм хăй ултавçăпа калаçнине те туйман-ши? Вăл ĕнентерÿллĕн сăмахланине шута илсе карттă хуçи ют çын счечĕ çине кĕске вăхăтрах 318 пин тенкине куçарнă. Канашра пурăнакан тепĕр хĕрарăм вара çапла шăнкăравлакана хăйĕн карттин номерне тата вăрттăн кодне пĕлтернĕ.

ШĔМĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ асăрхаттарать: çакăн евĕр шăнкăравсем килсен палламан çынсемпе калаçăва тÿрех вĕçлĕр. Ыйтăва банк ĕçченĕсем патне шăнкăравласа е офиса кайса татса парăр, илтнĕ хыпара тĕрĕслĕр. Банк ĕçченĕсем карттă çинчи кодсене нихăçан та ыйтманнине асрах тытăр.

А.АЛЕКСЕЕВ,
районти полици пайĕн пуçлăхĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code