Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ăнăçлă ăмăртнă

Ăнăçлă ăмăртнă

Шупашкарта кире пуканĕ йăтакансен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ иртнĕ.

Вăтăр икĕ регион хушшинче унта Чăваш Ен команди 1-мĕш вырăна тухнă. Çитĕнỹре Елчĕксен тỹпи те пысăк. София Соловьевăпа (Елчĕк шкулĕ) Артем Шкапов (Çирĕклĕ Шăхаль) хăйсен виçисенче ылтăн медальсене çĕнсе илнĕ. Константин Филипповпа (Курнавăш) Наталия Мартынова (Аслă Елчĕк, педколледж студентки) 2-мĕш, Олег Салминпа (Çирĕклĕ Шăхаль) Арина Мясникова (Курнавăш) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Кĕçĕн Шăхалĕнчи Тарас Пупинăн савăнмалăх сăлтав пушшех пысăк: вăл спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code