Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ватăлма вăхăчĕ çук

Ватăлма вăхăчĕ çук

Елена Степановăпа Антонина Смирновăна йĕлтĕртен уйрăлма çăмăл мар пулĕ

Тÿскел ялĕн хисеплĕ ĕç ветеранĕсем – Елена Степановăпа Антонина Смирнова сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнма та пĕлеççĕ.

Хĕллехи вăхăтра вĕсене тăтăшах йĕлтĕр йĕрĕ çинче курма пулать. «Прогресс» АХОра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Елена Степанова район шайĕнче çуран чупассипе йĕркелекен ăмăртусене те хастар хутшăнать. Хутшăнать анчах мар, яланах çĕнтерÿçĕсен йышне те кĕме тивĕçлĕ пулать. Ветерансем хушшинче тĕрлĕ енĕпе иртекен республикăри ăмăртусенчен те айккинче юлмасть – район чысне хÿтĕлет.

Спорт тусĕ – Антонина Смирнова вара юрра-кĕвве те пит ăста. Вăл ялти «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн хастарĕ. Типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Вăл килти хушма хуçалăхне тĕслĕхлĕ йĕркелесе пыма пултарнине те пурте пĕлеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code