Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эпир Байдеряк йăхĕнчен

Эпир Байдеряк йăхĕнчен

Авалхи актсен архивĕ тăрăх

Юлашки вăхăтра халăх хушшинче йăх-тăван тымарне тĕпчесси анлăн сарăлчĕ. Кашнийĕнех хăйсем кам йăхĕнчен пулнине пĕлес килет. Пирĕн те, Пчеловсен, çак ĕмĕт-шухăшчĕ…

2015 çулта пирĕн йăх-тымартан тухнă, Мускав хулинче пурăнакан Евгений Владимирович Пчелов пире тĕпчев ĕçĕнче питĕ пысăк пулăшу пачĕ. Вăл историк, геральдист, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, ăсчах. Унăн тымарĕсем Елчĕк районĕнчи Патреккел ялĕнчен.

Историк Пчеловсен йăх-кăкĕ пирки çапларах çырать: «Ревизи каланисем тата метрика кĕнекисем кăтартнă тăрăх Пчелов хушамат 19-мĕш ĕмĕр вĕçленичченех пулнă». Евгений Владимирович Раççей патшалăх авалхи актсен архивĕнче Пчеловсем Байдерякăн /Пайтеряк/ тăхăмĕсем пулнине çирĕплетекен документ тупрĕ. Вăл тăрăшнипе эпир паян Байдерякăн йăх йывăçне тума пултаратпăр тата Михаил Игнатьев /Пчелов/ ăрăвĕ тăрăх Байдеряк йывăçĕн Пчеловсен туратне тума пулать: «Байдеряк – Кирила – Савадер; Матвей – Гаврила – Семен – Игнатий – Михаил…»

Байдеряк ывăлĕ – Кирила Байтеряков 1659 çулта Çĕнĕ Патреккел ялĕнче çуралнă. Халĕ ку ял Елчĕк районĕнчи Патреккел. Ăна çар пуçĕ Байдеряк Барзаев йĕркелени паллă. Иван Грозный патша çар пуçне Хусана çĕнсе илме пулăшнăшăн çĕр парнелесе тав тунă. Байдеряк вара панă çĕрсем çинче вырăс патшалăхĕн кăнтăр чиккисене калмăк, ногай феодалĕсен вăрă-хурах отрячĕсенчен тимлĕ сыхланă.

Кирила Байтеряковăн ячĕ вăл шыва кĕнĕ христианин пулнине питĕ лайăх кăтартса парать. Кирилăн виçĕ ывăл пулнă: Килдеряк, Калуга, Федор.

Байдеряк мăнукĕ /Пчеловсен йĕрĕпе/ – Килдеряк Кириллов 1689 çулта çуралнă. Унăн тăлăха юлнă арăмĕ Катерина Семеновна Тевлеслу 1677 çулта çуралнă. 1762 çулхи çырав /ревизи/ вăхăтĕнче те пурăнни паллă. Вăл Свияжск уесĕнчи Тоскаев ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мăшăрăн икĕ ача пулнă: Колдеяр тата Савадер.

Байдеряк мăнукĕн ывăлĕ – Савадер Килдеряков /шыва кĕнĕ хыççăн Матвей Никифоров/ 1715 е 1716 çулта çуралнă. Унăн арăмĕ Матрена Кустилета 1717 çулта Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мăшăрсен пилĕк ача – Екатерина, Мария, Иван, Василий, Гаврила çуралнă.

Байдеряк мăнукĕн тăсăмĕ – Гаврила Матвеев. Вăл 1753 е 1754 çулта çуралнă, 1820 çулта вилнĕ. Унăн иккĕмĕш арăмне Татьяна Алексеевна тесе чĕннĕ. Вăл 1765 çулта çут тĕнчене килнĕ, вĕсен йăхне 3 ывăл – Даниил, Семен тата Тихон тăснă.

Байдерякăн йăхĕнчен çавăн пекех Семен Гаврилов /1776-1854/ тухнă. Унăн арăмĕ Екатерина Ефремовна 1786 çулта çуралнă. Çемьене 6 ача – Марина, Анна, Ефим, Дарья, Андрей, Игнатий килнĕ. Эпир пĕлекен Семен Гаврилов мăнукĕсен 19-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче пĕр пек хушамат пур – Пчелов. Пыл хурчĕ тытаканскерсен çак хушамат пулса кайнă. Ваттисем каланă тăрăх, çемьен вĕлле хурчĕ ĕрчетекен хуçалăхĕ пысăк пулнă. Семен ывăлĕ – Игнатий Пчелов 1820 çулта Успенское /Патреккел/ ялĕнче çуралнă. Унăн арăмĕ Настасья Герасимовна 1822 çулта çут тĕнчене килнĕ. Мăшăрăн 11 ача пулнă: Петр, Константин, Михаил, Марфа, Степан, Афанасий, Александр, Евдокия, Василий, Иаков, Мария.

Тăхăмсене тата та тĕпчемелле

Паянхи кун Константин Игнатьевăн, Степан Игнатьевăн, Василий Игнатьевăн тăхăмĕсем Енейкин, Крылов, Вершков хушаматпа çÿреççĕ. Афанасий Игнатьевăн тăхăмĕсем – Плотниковсем. Ку хушамат платник сăмахран тухнă, мĕншĕн тесен тăванĕсем платникре ĕçленĕ. Петр Игнатьевăн, Александр Игнатьевăн, Василий Игнатьевăн, Иаков Игнатьевăн тăхăмĕсем мĕнле хушаматпа çÿренине пĕлместпĕр. Ку ыйту хальлĕхе уçă-ха.

Михаил Игнатьев-Пчелов 1848 çулта çуралнă. Салтак. Унăн арăмĕ – Агапия Васильевна Петрянкина 1856 çулта Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Агапия Васильевна çемйи çинчен «Связь времен. Связь поколений» кĕнекерен тĕплĕнрех пĕлме пулать, унта Аслă Елчĕк ялĕнчи Петрянкинсен ăрăвĕ пирки тĕплĕн вуласа пĕлме пулать. Михаил тата Агапия Пчеловсен çемйинче 8 ача çуралнă: Павел, Пелагея, Василиса, Порфирий, Николай, Иван, Лукерья, Наталия.

Павел Михайлович Пчелов /21.02.1882-1949/. Аслă унтер-офицер. Пĕрремĕш тĕнче вăрçин участникĕ. Вăл 307-мĕш çуран çар полкĕнче 77-мĕш дивизи йышĕнче çапăçнă. Кăнтăр-Хĕвел анăç фронтĕнче тĕрлĕ операцие хутшăннă. 1916 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнчен пуçланнă «Луцкий прорыв» пысăк çапăçу участникĕ. Ăна А.А.Брусилов генерал командующийĕн ячĕпе «Брусиловский прорыв» тесе ят панă. Вырăс çарĕ тăшмана аркатса тăкса 17 пин салтака тыткăна илнĕ тата тăшманăн 86 орудине ярса илнĕ. Çапăçу вăхăтĕнче П.Пчелов аманнă.

1907 çулхи июнĕн 13-мĕшĕнче Павел Михайловичпа Анастасия Евграфовна /16.10.1883-1953/ венчете тăнă. Анастасия Аслă Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ, Евграф Николаевичпа Анна Марковна Молоствовсен хĕрĕ пулнă. Анна Марковнан пĕр тăванĕн, Михаилăн, мăнукĕсем – Волковсем: Геннадий Никандрович Волков /1927-2010/ этнопедагог, медицина наукисен докторĕ Анатолий Никандрович Волков /16.10.1931-16.02.2021/, медицина наукисен кандидачĕ Зинон Никандрович Волков /25.01.1934/.

Павелпа Анастасия Пчеловсен çемйинче 6 ача çуралнă: Иона /Иван/, Мария, Нестор, Никанор, Наталья, Зинон. Коллективизаци çулĕсенче Павел Михайлович ял совечĕн секретарĕнче ĕçленĕ, çак çулсенче ăна кулаксен йышне кĕртсе Узбекистана кайма документ панă.

Иван Павлович Пчелов /13.02.1911-10.07.1989/. Аслă лейтенант, разведка штабĕн начальникĕ, 1941 çулхи июлĕн 2-мĕшĕнче тыткăна лекнĕ хыççăн ирĕке тухнă. 1945 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче демобилизациленĕ. 1985-мĕш çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе наградăланă.

Арăмĕ – Христина Петровна Доброхотова /06.03.1912-25.10.1994/. Петр Васильевичпа Ирина Ильинична Доброхотовсен хĕрĕ, çак йăхран тухнă медицина наукисен докторĕ, Тамара Амплиевна Доброхотова профессор /1929/.

Иванпа Христина Пчеловсен ачисем, Николай, Владимир, Борис пулнă.

Владимир Иванович Пчелов /1935-2013/ Патреккел ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкула 1950 çулта пĕтернĕ. Ремесла училищинче ăс пухнă, пĕр вăхăтрах çамрăк рабочисен шкулне вĕренме кĕнĕ. Çар служби хыççăн аслă пĕлÿ илнĕ, Госстандартăн тĕп институтĕнче инженер пулса ĕçленĕ. 1972 çулхи май уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа – лаборатори секторĕн начальникĕ. 1968 çулта Владимир Ивановичпа Наталия Сергеевна Брунц /1939-2013/ мăшăрланнă. 1971 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче çамрăк çемьере ывăл çуралнă, Евгений.

Ача ÿссе çитĕннĕ, шкул пĕтернĕ, Раççей патшалăх гуманитари историпе архив институтне вĕренме кĕнĕ, 1995-мĕш çултанпа Евгений Владимирович Пчелов институтра преподавательте ĕçлет.

Мария Павловна Пчелова /13.01.1914/. Вăл Валетов хушаматлă çынна качча тухнă, Комсомольски районĕнчи пуçламăш классенче учитель пулса ĕçленĕ. Упăшкипе пĕрле 5 ача çитĕнтернĕ: Антонина, Галина, Валентина, Зинаида, Николай.

Нестор Павлович Пчелов /29.10.1916/.

Никанор Павлович Пчелов /1918-1941/. Кĕçĕн лейтенант, мотокорпусăн 21-мĕш взвочĕн командирĕ. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă.

Наталия Павловна Пчелова /14.08.1922 — 14.11.2003/. Аслă Таяпа шкулĕнче кружок ертÿçинче тата пионервожатăй пулса ĕçленĕ. Наталия Павловна 1943-мĕш çулта Елчĕкри çар комиссариатĕнчен вăрçа кайма повестка илнĕ. Комсомол мобилизацийĕпе 500 чăваш пикипе пĕрле фронта кайнă. Ăна, ытти призывник пекех, йăла-йĕркене пăхăнса, рекрут юррисем юрласа, тутăрсем вĕлкĕштерсе вăрçа ăсатнă. Фронтра вăл тÿпене хÿтĕленĕ. Хăйĕн пулас упăшкипе – Кавал ялĕнчи Василий Степанович Изратовпа /27.11.1927-29.03.1996/ вăрçăран таврăннă чух паллашнă. Наталипе Василий 5 ачана – Коля /1949-1952/, Николай /1951-1985/, Татьяна, Галина /1956-2017/, Валерий – кун çути панă. Татьяна Васильевна Шаркова /22.10.1954/ – тĕрĕ ăсти, СССР художникĕсен Союзĕн членĕ /1990/, ЧР, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ /2008/. Галина Васильевна Изратова /Матвеева/ художник-керамист, художниксен Союзĕн членĕ пулнă.

Зинон Павлович Пчелов /15.05.1925-03.02.1974/. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. 1943 çулхи январĕн 17-мĕшĕнче фронта кайнă. Лини пăхакан телефон-кабель ротин 993-мĕш уйрăм çыхăну батальонĕн тĕрĕслекенĕ пулнă. Награда панине пĕлтерекен çырăвĕнче çапла çырнă: «1945 çулхи апрелĕн 7-мĕшĕнче вăл корпусĕн сăнав пункчĕ тĕлĕшпе ĕçленĕ чухне Пчелов вăйлă артçулăм айĕнче тăшман аркатнă линие тÿрлетес енĕпе ăнăçлă ĕçленĕ. 1945 çулхи апрелĕн 8-мĕшĕнче Пчелов çыхăну линийĕ тунă чухне 8 минăна сиенсĕрлетнĕ, кирлĕ паллăсем лартса йĕр тунă, çыхăну йĕрне тивĕçлĕ ĕçлеттернĕ. 1945-мĕш çулхи апрелĕн 10-мĕшĕнче тăшман артналечĕ çыхăнăва пăснă. Пчелов ефрейтор снаряд вут-çулăмĕ айĕнче аркатнă 6 татăка тупса юсанă, çапла майпа управленири ĕç тăвакан чаçсемпе командованисен чăрмавсăр çыхăнăвне тивĕçтернĕ. Хастар та хăюллă пулнăшăн, хушнă заданисене хăйне шеллемесĕр пурнăçланăшăн З.Пчелов ефрейтор «Хăюлăхшăн» медале тивĕçнĕ».

Демобилизациленĕ хыççăн 1952 çулта Зинон Павлович Хусанти финанс институтĕнчен вĕренсе тухнă та хамăр районта контролер-ревизор пулса ĕçлеме пуçланă. Аслă Елчĕкри Вера Максимовна Галкинăна качча илнĕ, çемьере икĕ хĕр çуралса ÿснĕ: Татьяна тата Надежда. 1962 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнче Зинон Павловича Елчĕк райĕçтăвкомĕн председательне суйлаççĕ. 1968 çулта – КПСС Елчĕк райомĕн пĕрремĕш секретарьне. Ĕçченлĕхĕпе тата тăрăшулăхĕпе палăрса тăнă вăл, мĕн виличченех ĕçе парăннă. 1974 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче хăйĕн ĕç кабинетĕнче вилнĕ. Вăл 49 çулта пулнă.

З.Пчелов – Октябрь революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, «Хисеп Палли» орденсен кавалерĕ. Унăн ятне Елчĕк районĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăх Кĕнекине кĕртнĕ.

Кĕçĕн Патреккел ялне куçса кайнă

Пелагея Михайловна Пчелова /1895-18.08.1946/. Тăван ялĕнчи Блинов Ксенофонта качча тухнă. Вĕсен ачисем: Степан, Александр, Антон, Мария. 1929 çулта Степан Ксенофонтовичпа Антон Ксенофонтович Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Патреккел ялне куçса кайнă.

1941 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Антон Ксенофонтович Блинова фронта янă. Аслă лейтенант 286-мĕш стрелоксен дивизийĕн взвочĕн командирĕ пулнă, пĕр çапăçура аманнă. Суранĕсем йывăр пулнипе 1944 çулхи февралĕн 2-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна Новгород облаçĕнчи Чулхула районĕнчи Хлутно ялĕнче пытарнă. Унăн арăмĕ Фекла Петровна 4 ачапа тăлăха юлнă: Петр, Лидия, Нина, Валентина. Антонпа Фекла Блиновсен мăнукĕ – Александр Васильевич Блинов И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн доценчĕ. Çичĕ чĕлхе пĕлет.

Василиса Михайловна Пчелова Соколов хушаматлă çынна качча тухнă та вĕсем Çĕпĕре тухса кайнă.

Порфирий Михайлович Пчелов. 1910 çулхи январĕн 31-мĕшĕнче Алевтина Алексеевна Доброхотовăпа венчете кĕнĕ. Çар фельдшерĕсен тĕп округри тĕп госпиталь шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Порфирий Михайлович çар госпиталĕнче ĕçленĕ. Ăна 1918 çулхи август уйăхĕнче Иван Михайловичпа пĕрле Хĕрлĕ Çара мобилизациленĕ.

Николай Михайлович Пчелов /1886-14.07.1950/. 18 çулхи çамрăка патша çарне пĕтĕмĕшле мобилизациленĕ тапхăрта илнĕ. Вăл 1904 çулхи январĕн 27-мĕшĕнчен пуçласа 1905 çулхи августăн 23-мĕшĕччен вырăссемпе яппун вăрçине хутшăннă. Арăмĕ – Пелагея Ивановна Иванова /1886-19.10.1963/ Таяпа Энтри ялĕнчен. Çемьере 9 ача çитĕннĕ: Демьян, Иустина /Устинья/, Наталья, Николай, Егор /Евграф/, Александр, Иван, Василий, Никандр.

Демьян Николаевич Пчелов /15.11.1909-17.03.1949/. Арăмĕ – Анфиса Константиновна Иванова /20.08.1913-1994/. Кĕçĕн Патреккел ялĕнчен. Вĕсен ачисем – Мария, Анатолий, Зинаида, Валерий, Роза, Алевтина. РККА йыхравĕпе 1930 çултан пуçласа 1932 çулхи октябрь уйăхĕччен вĕренет. Демьян кайран, 1933 çулхи декабрь уйăхĕнчен, Рыбинск хулинче вырнаçнă стрелоксен батальонĕн 10-мĕш уйрăмĕн командирĕ пулса çарта ĕçленĕ. 1934 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа Елчĕк районĕнче милиционер пулнă. 1934 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнчен вара ăна Чăваш АССР НКВД органĕсене инспекци начальникĕ пулма çирĕплетеççĕ: Елчĕк, Комсомольски, Çĕмĕрле тата каллех Елчĕк район уйрăмĕсенче ĕçлет.

1949 çулхи çуркунне Демьян Николаевич вилнĕ. 39 çулта чухне. Вăл хăйĕн хастарлă ĕçĕшĕн пысăк наградăсене тивĕçнĕ, ăна вилнĕ хыççăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденпа /14.12.1949/, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе /15.01.1945/ чысланă. Орден кĕнекинче çапла çырнă: «СССР Союзĕн Оборона ĕçĕнчи пысăк тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн – вăрçă вăхăтĕнче те, мирлĕ вăхăтра та патшалăх хăрушсăрлăхне тивĕçтернĕшĕн».

Иустина Николаевна /20.09.1911/ шкул çулĕсенче чирлесе вилнĕ.

Наталья Николаевна /10.08.1913/ Аслă Елчĕк ялĕнчи Анали Патшина качча тухнă, çемьере Валентина ятлă хĕр çуралнă. Анчах та Наталья ир вилнĕ, хĕр ачипе упăшкине тăлăха хăварнă.

Фронтран янă çыру

Николай Николаевич Пчелов /30.11.1915-28.12.2002/, РККА чĕннипе 1936 çулхи кĕркунне Хура Тинĕс флотĕнче «Красный Кавказ» карап çине службăна лекнĕ. 5 çул иртсен, 1941 çулта, киле кайма пуçтарăннă. Анчах та вăрçă пуçланнă. Кăштахран вăл хăйĕн Демьян тетĕшне çыру çырать: «5.07.1941 ç. Хаклă тăван тетене. Демьян Николаевич! Эпĕ Сире, Сирĕн çемьене, çывăх тусусене фронтран пысăк салам яратăп! Вăрçă пуçлансан Сирĕн пата çыру çыраймарăм. Анчах та паян çырма вăхăт тупма пултартăм. Июнĕн 22-мĕшĕнче ирхине пирĕн çине тимĕр çумăр çурĕ. Эпир чылай вăхăт тинĕсре, вĕренÿсенче пултăмăр. Севастополе çеç çитрĕмĕр, хăшĕ-пĕрисем хулана кайрĕç. Çĕрле пире тревогăпа тăратрĕç, çав вăхăтра карап тĕлĕнче самолетсем явăнаççĕ. Ют патшалăхăн самолечĕсем. Сасартăк бомбăсем пăрахма пуçларĕç, вĕсем пирĕн çине пĕтĕм тинĕсе ишĕлсе антарма хăтланаççĕ пек /ку вырăнта çыру текстĕнчи хутламĕ пирки пĕр йĕрке вуланмасть/. 3-4-мĕш хутлă çурт çÿллĕш сирпĕнÿ хумĕсем çĕкленеççĕ. Сирпĕнÿ вăхăтĕнче 30 çын таран вилчĕç, аманнисем те пурччĕ. Çапла пуçланчĕ маншăн вăрçă. Севастополе çывхарнă самолетсем каялла вĕçсе каймарĕç, тÿперех çунса кайрĕç. Халĕ вара, Севастопольте лару-тăру мĕнлерех пулни çинчен калама пултараймастăп, эпĕ унта тахçантанпах пулман. Севастополь – питĕ çирĕп, оборона шучĕпе, вăйлă хула. Тăшман çывхарать – хăй валли вилĕм тупать. Хура тинĕсре вĕсен – германецсен шыв айĕнче çÿрекен – питех те хăрушă кимĕсем пур. Вĕсем пурте пире яланах тĕл пулаççĕ.

Сывлăшра – самолетсем, шыв çинче – карапсем, шыв айĕнче – кимĕсем. Пирĕн флот питĕ вăйлă. Нимĕçсемпе итальянецсем те темиçе эсминец яма шутлаççĕ. Вĕсем Хура тинĕсре пулас çук. Хура тинĕс – пирĕн тинĕс. Пăлхарсен çар порчĕсене, Варна тата ытти те, çитерместпĕр вĕсене. Демьян Николаевич, сывă юлатăп. Сирĕнтен çыру кĕтетĕп. Нумайăшĕ килте тăрса юлнă-и; Ĕçлекен халăхăн кăмăлĕ мĕнле; Пирĕн поселокра мĕнле пурăнаççĕ; Мĕнле тырă-пулă, çăкăр хакĕ тата ыт. те. Çителĕклĕ вăхăт иртрĕ. 1941 çулхи 27-мĕш июньтенпе коммунист пулни çинчен пĕлтерес тетĕп сире. Тăшмана аркататпăр /ку вырăнта çыру текстĕнчи хутламĕ пирки пĕр йĕрке вуланмасть/. Ку вăрçăра чĕрĕ юлатăп та киле таврăнатăп. Вара тăраниччен калаçăпăр. Питĕ нумай калас килет. Сирĕн тăван Коля.

Адрес: Хура Тинĕс флочĕ, 1007-мĕш çарпа суту-илÿ порчĕ. П./отд. «Красный Кавказ «Крейсер». Николай Николаевич Пчелов».

Гварди старшини çĕнтерÿ кунĕ хыççăн 1 çулталăкран, 1946 çулта, киле таврăннă. Морякăн кăкăрне çак наградăсем илемлетнĕ: II степень Отечествăлла вăрçă орденĕ, «Кавказа хÿтĕленĕшĕн», «Севастополе хÿтĕленĕшĕн», Ушаков, «Одессăна хÿтĕленĕшĕн» медальсем. Старшинан çапăçу тивĕçĕсене тÿррĕн çырса кăтартни те пур: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче крейсер ирттерекен çапăçу операцисене пурне те хутшăннă. Çапăçу операцийĕсенче вăл хăй хăюллă, тавçăруллă тата пуçаруллă пулнине кăтартнă. 100-мĕш установка командирĕ пулнă май вăл Севастопольте, Одессăра, Новороссийскра, Туапсере, Потире, куçнă çĕрте чи малтан тĕллев тупнă. Феодоси операцине Пчелов юлташ, персе тăнине тата хăрушлăха пăхмасăр пушара сÿнтерес ĕçе ертсе пынă, çапăçу вăхăтĕнче управленипе çыхăну приборĕсем стройран тухрĕç. Пчелов юлташ хăй тĕллĕнех хăйĕн орудине вут-çулăмпа тытса пычĕ, тăшман точкисене путарчĕ. Çапăçу вăхăтĕнче артиллеристсен снарячĕ лекнипе установка юрăхсăра тухнă хыççăн Пчелов юлташ 20 минут хушшинчех юсаса вырнаçтарчĕ те малалла пеме пуçларĕ. Пчелов юлташ Правительство наградине – II Отечествăлла вăрçă орденне илме тивĕç».

Вăрçă хыççăн Николай Николаевич Кĕçĕн Патреккел ялĕнче нумай çул магазин заведующийĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕпе Ульяна Осиповна Ишмуратовăпа /27.08.1913-02.1993/ пĕрле 8 ачана ура çине тăратнă: Владимир, Зинон, Елена, Мария, Елизавета, Тамара, Борис, Маргарита.

Егор Николаевич Пчелов /19.12.1917-06.06.2009/. Вăл пĕр тăванĕсем пекех Патреккел ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1929 çулта ашшĕ-амăшĕпе пĕрле çĕнĕ çĕре – Кĕçĕн Патреккелне куçса кайнă. 1934 çулта Аслă Таяпари 7 çул вĕренмелли шкула пĕтернĕ, çав çулах Елчĕкри трахомăран сывалмалли медицина курсĕнче вĕреннĕ. Медицина ĕçченĕ пĕр çул Кĕçĕн Таяпа ялĕнче ĕçленĕ, унтан – Кĕçĕн Патреккелĕнче. Çара кайма чĕнсе каланă хут Елчĕкри çар комиссариатĕнчен 1938 çулта килнĕ. Егор Николаевич çыру çырма юратман. Санинструктор пулса ĕçленĕ. Вăл 1939 çулхи ноябрĕн 30-мĕшĕнчен финсемпе пуçланнă вăрçа хутшăннă. 1940 çулта яла таврăннă, колхозра кладовщик пулса ĕçленĕ. 1941 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайма повестка илнĕ. Е.Пчелов пĕр уйăх пулеметчика вĕреннĕ. Сержант-санинструктор аманнисене нумайăшне çапăçу хирĕнчен хăй çинче илсе тухнă. 1942 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕнче аманнă та 1942 çулхи августăн 22-мĕшĕччен госпитальте сипленнĕ, анчах та ăна комисси вăрçă инваличĕ тесе йышăннă. Госпитальте ĕçлекен медицина ĕçченĕ Якура тата тепĕр чирлĕ çынна /Аслă Таяпа йĕкĕтне/ Канаш хулине çитичченех ăсатнă. Кунта салтаксене Аслă Таяпа ялĕнчен янă лав кĕтнĕ, çак яла çитсен Егор Николаевича Кĕçĕн Патреккел колхозĕн хĕрарăмĕсем тĕл пулнă та, кÿме урапипе яла илсе кайнă. /Колхозра лашасем пулман, вĕсене фронта ăсатнă/. Пĕр кун маларах яла Анна Петровна Бартасова /12.07.1922-30.12.2000/ урăх тĕнчене уйрăлса кайнă ашшĕпе сыв пуллашма килнĕ. Анна Шупашкар хулинчи НКВДри радистсен курсĕнче вĕреннĕ. Вăрçă пуçланиччен тус-юлташ пулнă хĕртен Егор хăйне качча тухма ыйтнă. Тепĕр кунне, сентябрĕн 7-мĕшĕнче, çамрăксем туй тунă. Мăшăрсен 10 ача çуралнă, Александр, Елена, Геннадий, Федор, Василий, Мария, Альбина, Илья, Юрий тата Леонид. 1985 çулхи март уйăхĕн 11-мĕшĕнче награда хăйĕн геройне тупнă – Егор Николаевича I степень Отечествăлла вăрçă орденне парса чыс тунă.

Ку çемьерен тухнă Федор Егорович Пчелов /19.02.1949/ Елчĕк районĕнче парти ĕçченĕ пулнă, унтан Вăрнар ял хуçалăх техникумĕн директорĕнче ĕçленĕ, механизаци тата электрификаци техникумĕнче вĕрентнĕ, çавăн пекех Вăрнар районĕнчи ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ тата пĕр вăхăтрах вырăнти Россельхозтехника предприятийĕн директорĕ пулса ĕçленĕ. Каярахпа – Раççейри Чăваш управленийĕн тĕп эксперчĕ. Пчеловăн мăшăрĕ Любовь Викторовна /Иванаева/ /01.10.1951/ малтанхи çулсенче строительство организацийĕнче ĕçленĕ, каярахпа – халăха социаллă пулăшу паракан центрта тĕп бухгалтер.

Çавăн пекех çак çемьери Геннадий Егорович Пчелов Финанс техникумне пĕтернĕ, Елчĕк районĕнчи финанс ревизорĕнче ĕçленĕ. 1975 çулта Тĕмер ялĕнчи Раиса Александровна Александровăна, «Бристоль» лавка сутуçинче ĕçлекенскере, качча илнĕ. Вĕсен 5 ача çуралнă: Сергей, Светлана, Людмила, Алексей, Надежда. Сергей паянхи кун Елчĕк ял старости.

1988 çултанпа Елчĕкре Федерацин налук службин инспекцийĕ ĕçлеме пуçланă, Геннадий Егорович пĕрремĕш начальникĕ пулнă.

Танксене хирĕç çапăçнă

Александр Николаевич Пчелов /1921-09.1942/. Лейтенант, 99-мĕш саперсен батальонĕн 507-мĕш стрелоксен полкĕн взвочĕн командирĕ, хыпарсăр çухалнă.

Иван Николаевич Пчелов /23.07.1923-18.12.2007/. Ăна 1942 çулхи апрель уйăхĕнче мобилизациленĕ. Вăл танксене хирĕç çапăçакан 5-мĕш армин 36-мĕш стрелоксен дивизине лекнĕ. Малтанах тин килнĕ салтаксене пăшалпа пеме вĕрентеççĕ. 3 уйăх вĕреннĕ хыççăн çар чаçне Ижевска янă, малалла – Воронеж фронтне. И.Пчелов хĕрлĕ армеец танксене хирĕç çапăçнă. Воронеж патĕнчи хаяр çапăçусенчен пĕринче урине осколок амантнă. Госпитальте сывалать те фронта таврăнать. Сталинградри çапăçусене хутшăннă, каллех осколокпа суранланнă. Госпитальте сипленсен татах вăрçа кĕрет. Смоленск операцийĕ, Беларуç фрончĕ… Каллех йывăр аману. Ку хутĕнче 8 уйăх сипленнĕ салтак. Суранĕсем питĕ йывăр пулнăран Ивана, 1-мĕш ушкăн инвалидне, килне яраççĕ. II степень Отечествăлла вăрçă орденне, «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медале тивĕçет. Кĕçĕн Патреккелти шкулта военрук пулса ĕçлет. Кĕçех пĕр ялти Нина Ивановна Каринкинăна /31.12.1923-18.01.2003/ качча илет. Вĕсен çемйинче Ольга, Петя /1949-1950/, Петр, Людмила, Мария, Надежда, Владимир çуралаççĕ.

Василий Николаевич Пчелов /20.02.1927-19.11.2009/. 1944 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче вăрçа кайма повестка илнĕ. Çапла вара юлашки çар призывне лекнĕ. Салтака кайнă чух палăртнă вырăна çитиччен Василий юрăсем юрланă, ыттисем те хастар хутшăннă. Çапла юрлакан команда йĕркеленнĕ. Декабрĕн 7-мĕшĕнче Василие хăйĕн командипе пĕрле стрелоксен 54-мĕш вĕренÿ полкĕн пулемет батальонĕн 1-мĕш ротине янă. 1945 çулхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче çар чаçне пуçарасси çинчен приказ тухнă, 54-мĕш полка пĕтĕмпех поездăн вăрăм составне тиенĕ те фронт еннелле илсе кайнă. Анчах пĕр станцинче поезд чарăннă. Çапла темиçе талăк иртнĕ. Майăн 9-мĕшĕнче ирхине 6 сехетре радиора Юрий Левитанăн савăнăçлă сасси илтĕнет: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Совет халăхĕ çĕнтернипе вĕçленнĕ!».

Василий çартан 1951 çулта çеç таврăннă. Вăл Саратоври Л.В.Собинов ячĕллĕ патшалăх академин юрă кафедрине вĕренме кĕнĕ. Унта Мефодий Денисовпа паллашнă, пĕр сцена çинче юрланă. Анчах çемьери сăлтавсене пула вĕренсе пĕтереймен, Елчĕк ялĕнчи Раиса Егоровна Ишмуратовăна /25.11.1927-10.01.2007/ качча илнĕ. Колхозра кĕтÿçĕ пулса ĕçленĕ, арăмĕ – доярка. 6 ача çитĕннĕ: Галина, Николай, Олег, Алексей, Валерий, Владимир.

Никандр Николаевич Пчелов /23.02.1929 – 05.04.2006/. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче 12 çулта пулнă. Вăл час-часах çапла каласа паратчĕ: «Вăй питти арçынсем тата хăш-пĕр хĕрсем фронта тухса кайрĕç. Колхозри пĕтĕм ĕç хĕрарăмсемпе пирĕн, 10 çултан аслăрах ачасем çине, тиеннĕ. Кĕçĕнрех ачасем йывăр мар ĕçсенче пулăшатчĕç. Пĕтĕмпех фронта ăсатнăран колхозра тракторсемпе лашасем юлман, вăкăрсене кÿлме тивнĕ. Тепĕр чух çынсен те кÿлĕнме тивнĕ. Техника çуккипе пĕтĕм ĕçе алăпа тунă, çураки вăхăтĕнче ĕç кунĕ ирпе 4 сехетре пуçланатчĕ те каçа юлса вĕçленетчĕ. Вăкăрпа вăрман каснă чух йывăç, Канаш элеваторне тырă турттарнă. Вĕренÿ кунĕсенче, шкул хыççăн, колхоз ĕçне каяттăмăр…»

Никандр Николаевич 1948 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче Мария Егоровăпа /08.03.1924-25.02.2013/ туй туса пĕрлешнĕ. Мария Егоровна Кĕçĕн Патреккелти шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ. Вăл Ĕнел ялĕнче çуралса ÿснĕ, çемьере 6 ача çуралнă: Тоня, Антонина, Ираида, Юрий, Геннадий, Елизавета. 1949-1954 çулсенче Никандр Совет çарĕнче Румынире службăра тăнă. Демобилизациленĕ хыççăн çул-йĕр бригадирĕ пулса тăван колхозра ĕçленĕ, «Елчĕк-Маяк» çула тума хутшăннă. 1960 çулта районти ăмăртура Кĕçĕн Патреккелти колхозăн çул-йĕр тăвас ĕçне 1-мĕш вырăна хурса хакланă, куçса çÿрекен Хĕрлĕ Ялав парса чысланă.

Иван Михайлович Пчелов /1888-1933/. Унтер-офицер. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă. Граждан вăрçи çулĕсенче Хĕрлĕ çарта отряд командирĕ пулнă.

Лукерья Михайловна Пчелова. Элекçей Тимеш ялĕнчи Семен Филиппова качча тухнă. Филипповсен çемйинче 5 ача кун çути курнă: Елена, Зинаида, Мария, Александр, Владимир. С.Филиппов вăрçа хутшăннă, 1943 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче Донецк облаçĕнчи Ворошиловка патĕнче пуçне хунă.

Наталия Михайловна Пчелова, Тăрăм ялĕнчи Василий Васильева качча тухнă. Вĕсен 2 ача çуралнă: Пелагея, Анастасия. Шел пулин те, Наталия Михайловна 1922 çулта ачисене тата упăшкине тăлăха хăварнă.

В.Васильев – вăрçă ветеранĕ. Ăна II степень Отечествăлла вăрçă орденĕпе, медальсемпе, ЧАССР Президиумĕн Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Кирек мĕнле йăх-несĕл те çĕршывăн историллĕ пулăмĕсемпе тачă çыхăнса тăрать. Хальхи ăру тăван çемьен, мăн асаттесен историне çырса хăвармасан çитес ăрусем вĕсем пирки пĕлмĕç. Байдеряк ăрăвĕ çинчен тĕплĕнрех «Байдеряк ăрăвĕ» кĕнекене вуласа пĕлме пулать. Вăл Шупашкар хулин «Çĕнĕ вăхăт» издательствинче пичетленнĕ.

Е.ПЧЕЛОВА /ДОЛГОВА/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code