Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Спорт хыпарĕсем

Спорт хыпарĕсем

Йывăр атлетика

Елчĕкри Спорт çуртĕнче ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асăнса 3-мĕш уçă турнир иртнĕ. Атлетсен пысăк йышне район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, республикăри йывăр атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ Аюб Арсанукаев, Сергей Сильвестровичăн тăванĕсем тата ыттисем саламланă.

Çивĕч кĕрешÿре районти штангистсенчен Антон Айметов, Игорьпе Анастасия Абрамовсем, Александр Киселев, Даниил Иванов, Александр Плотников çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Мала тухнă пĕтĕм атлет кубоксене, вĕсем тата призерсем Александр Портнов çемйинчен укçан, Шелтуковсенчен укçан тата пылак призсене, Олег Клементьев спорт мастерĕнчен чемпион хăйăвĕсене тивĕçнĕ.

Хоккей

Канаш районĕнчи Чулкăмака ялĕнче 2004-2005 çулсенче çуралнă ачасем «Ылтăн шайба» кубокне çĕнсе илессишĕн иртнĕ зонăри ăмăртура вăй виçнĕ.

Александр Адюковпа Вадим Иванов ертсе пыракан команда Çĕмĕрлесене парăнтарса, кил хуçисене выляса ярса финалта тупăшма путевка çĕнсе илнĕ: çывăх кунсенче вĕсем Йĕпреçсемпе тĕл пулĕç.

Баскетбол

«Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕ шăматкун баскетбол вăййине юратакан шкул ачисене пуçтарнă.

Командăсем турнир финалĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн протокол çине çак йĕркепе çырăннă: Кивĕ Эйпеç шкулĕ, Патреккел, Аслă Елчĕк /хĕр ачасем/; Çĕнĕ Пăва, Елчĕк, Аслă Елчĕк /ар-çын ачасем/.

ГТО

Тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсем республикăри Хĕллехи фестивале хутшăннă. Ăмăртăвăн савăнăçлă пайĕнче, палăртма кăмăллă, Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа сывлăх комплексĕн инструктор-методистне, районти ГТО нормисен тесчĕн центр судйине Петр Смирнова Раççей Патшалăх Думин депутачĕн Леонид Черкесовăн Тав çырăвĕпе чысланă.

Чăваш Енри 18 командăри 170 спортсмен тупăшнă фестивальте. Район чысне хÿтĕленĕ Кĕçĕн Таяпа, Курнавăш, Яманчÿрел хастарĕсенчен йĕркеленĕ ушкăн йĕлтĕрçĕсен дистанцийĕсене япăх мар кăтартусемпе вĕçленĕ. Кĕçĕн Таяпари Борис, Надежда тата Иван Головинсем яланхилле çемйипех хутшăннине уйрăммăн палăртмалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code