Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Мĕн вăл кăмака?

Мĕн вăл кăмака?

Статьяна мĕншĕн çакнашкал «айванла» ят пани патне каярах çаврăнса çитĕпĕр…

Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ «Чăваш чĕлхине упрас, вĕренес тата аталантарас» проекта ырласа йышăнчĕ. Тăван чĕлхемĕр ыйтăвĕпе çыхăннă документсем унччентерех те пĕрре кăна мар пулнă-ха. Лавĕ пĕр вырăнта йăшмасан тем пекехчĕ те.

Проектпа килĕшÿллĕн 2021-2025 çулсенче чăваш чĕлхине анлăрах сарма, вĕренме, çĕнĕ мел-меслетсене пурнăçа кĕртме тивĕçлĕ условисем туса парас тĕллевпе республика бюджетĕнчен нухратне те сахал мар уйăрма пăхнă – 28,3 миллион тенкĕ.

Документра шкул çулне çитмен учрежденисенчех тăван чĕлхене ăша хывмалли майсем туса памалли пирки палăртнă, мĕншĕн тесен çирĕплĕх никĕсе еплерех хывса хăварнинчен килет-çке. Çак тĕллевпе чăвашла мультфильмсем ÿкерессине те, садиксене ача-пăча кĕнекисемпе тивĕçтерессине те шута илнĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пресс-конференцире калани аса килчĕ. Вăл пĕр чăваш ялĕнчи садикре пулнă май шăпăрлансем унпа вырăсла пупленĕ. Хăй чăвашла калаçсан та. Тĕлĕнес çук, мĕншĕн аякка каймалла? Унччентерех «Елчĕк – чăвашлăх утравĕ» пĕлтерĕшпе чăннипех килĕшсе тăнă районти ача сачĕсенче мĕнле тетĕр? Район центрĕнче çеç мар, ялсенче те халь çавнашкал палăрăм вăй илсе пырать. Олег Алексеевич хăй чăвашла лайăх, таса калаçни вара тÿре-шарашăн ырă тĕслĕх.

Тăван чĕлхемĕре упрама, аталантарма нимĕнле пуянлăх та, укçа-тенкĕ кирлĕ мар. Трибуна умĕнче «Чăвашлăха упрар!» тесе янрашнинче те ним усси. Менталитет текенни çапларах мар-и пирĕн? Геннадий Волков академик ку енĕпе нихăçан та лозунг таврашĕпе усă курман, анчах «шăппăн» ĕçлесех пĕтĕм пурнăçне чăвашлăх аталанăвне халалланă.

Редакцие нумаях пулмасть пĕр шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен кĕрсе тухрĕ. Сăмах çине сăмах та, ăна та ачасем вырăсланса пыни питĕ пăшăрхантарать. Вăтам класри пĕр ача вара унран: «Мĕн вăл кăмака?» тесе ыйтнă.

Аптăрарăм çакна илтсен: те кулмалла, те йĕмелле? Пĕлес тесе ăшталанакана, пĕр шутласан, хурлас та килмест. Ара вăл çут çанталăк газĕн ырлăхĕнче çут тĕнчене килнĕскер вĕт. Апла пулсан учительсен малашне «Мĕн вăл кăмака?» ыйтăва хуравлассипе те ĕçлемелле. Тата: турчăка, ухват, çатма аври… Кусене ача-пăча пушшех илтмен-курман пулĕ.

Çакăнтах пĕлĕшĕм каласа панине хушмасăр иртме пултараймастăпах. Пĕр шкулти ачасем вырăнти ял хуçалăх предприятине экскурсине кайнă. Унта лаша урапине курсан пĕрин «Мĕн ку?» ыйту çуралнă…

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче 5-9 классенче «Тăван ен культури» предмета вĕрентме пуçларĕç. Мĕнле тĕрĕс утăм! Илемлĕх, ăс-хакăл, пурлăх культури тĕлĕнмелле пуян-çке пирĕн халăхăмăрăн. Маларах асăннă япаласем пирки те пĕтĕмпех пĕлме меллĕ. Анчах çĕнĕ ĕмĕре кĕрсен ăна вĕрентессин сехечĕсене çулсерен чакарса пычĕç, халĕ ăна программăран вуçех кăларни те сахал çул мар. Кун пек утăм туса çăлăнăç майне те «сĕнчĕç» – «ытти предметпа çыхăнтарса вĕрентмелле» терĕç.

Йăх-несĕлĕмĕрсен аваллăхри тĕлĕнмелле еткерлĕхĕ çине алă сулни кăна ку. Ячĕшĕн. Çав вăхăтрах акăлчан чĕлхине 2-мĕш класран пуçласах эрнере икшер урок вĕрентеççĕ. Вĕренÿ программин федераци компонентне кĕрекен предмета «тĕкĕнме» юраманни паллă-ха, наци-регион шутĕнчисене вара çул хупă. Апла пулсан «Ай лав ю» темелли кăна юлать-ши?

Культура еткерлĕхне тĕпчес, ăша хывас тесен кĕнекесем те çук мар. Тĕрлĕ класс валли, самай хулăннисем пур. Елена Енькка тăрăшуллă ку енĕпе. 2018-2019 çулсенче кăна ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви сĕннипе вăл 1-3 классем валли черетлĕ «Родной край» кĕнеке, пĕлтĕр вара ăна хушма тиражпа кăларнă. «Чувашские народные костюмы» /2017, 2018/ кĕнеке-альбом авторĕ те вăлах.

Кÿршĕллĕ Тутар Республикинче, уйрăм уроксем пулмасан та, тăван ен культурине аслă классенче элективлă курссенче тишкереççĕ.

Шупашкар хулинче ку тĕлĕшпе малалла кайни уйрăмах ырă тĕслĕх. Хула администрацийĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2020-2021 вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш çур çулĕнче 6-8 классенче «Мой город» курса эрнере пĕрер урок тишкерме май туса панă. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вара 9-10 классенче пĕлÿ пухакансем те хула историйĕпе культурине ытларах тата тĕплĕнрех пĕлме пултарĕç.

Çак пархатарлă утăма яллă шкулсене кам уçса парĕ;

Николай МАЛЫШКИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code