Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета тишкернĕ

Бюджета тишкернĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пыракан эрнесерен иртекен канашлура республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикин малашлăх аталанăвне тата 2020 çулта республикăра бюджета мĕнле пурнăçланине пăхса тухнă.

Иртнĕ çул пĕрлештернĕ бюджетăн тупăш пайĕ 76,6 млрд, расхут пайĕ 76,1 млрд тенкĕпе, республика бюджечĕн тупăш пайĕ – 70,2 млрд, расхут пайĕ – 69,5 млрд тенкĕпе танлашнă.

Федерацин Атăлçи тăрăхĕнче харпăр тупăша ÿстерессипе Чăваш Ен 5-мĕш вырăнта тăни паллă. Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларасси 5 процент ÿснĕ. Чăваш Ен наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе те ăнăçлă ĕçленĕ – 95 проценчĕ пурнăçланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code