Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çитĕнỹ вăрттăнлăхĕ — ĕçе юратнинче

Çитĕнỹ вăрттăнлăхĕ — ĕçе юратнинче

Алексей Борисов район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертсе пыракан эксперт специалистĕнче тăрăшать. Çав вăхăтрах вăл эколог тата ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен специалист тивĕçĕсене пурнăçласа пырать.

Район территорийĕнчи тасалăхпа тирпейлĕхшĕн, ял тăрăхĕсенче йывăç-тĕм лартассишĕн чунне парса ĕçлет çамрăк специалист.

— Иртнĕ çул 9 ял тăрăхĕнче пурĕ 9115 йывăç-тĕм лартма, саккунсăр майпа вырăн тупнă 12 пысăк тата пĕчĕкрех ытти нумай çỹп-çап купине пĕтерме пултартăмăр. Йывăçсене лартнипе анчах мар, вĕсене тивĕçлипе пăхса ỹстересси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр, — кăмăллăн пĕлтерет çамрăк ĕçĕ пирки каласа пама ыйтсан. — 2016-2017 çулсенче Елчĕкри Ырсамай сăрчĕ çинче хыр лартса парк тăвассипе тăрăшса ĕçлерĕмĕр.

Маларах асăннă ĕçре 2013 çултанпа — И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн технологипе экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнăранпах вăй хурать çамрăк.

Алексей шаннă тивĕçе таса та тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать, ĕçтешĕсен хушшинче ырă ятлă. Унăн ĕçĕпе ертỹçĕсем те кăмăллă.

Ĕçне кура хисепĕ. Пултаруллă та тăрăшуллă çамрăк кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев çирĕплетнĕ стипендине илме тивĕç пулчĕ.

Хăйĕн ĕçне чунтан юратни, ăна кăмăл туртнăран суйлани стипендиата ỹсĕмсемпе çитĕнỹсем туса пыма пулăшать те ĕнтĕ.

Е.ПЕТРОВА сăн ỹкерчĕкĕнче Алексей Борисов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code