Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Инсульт, чарăн!

Инсульт, чарăн!

Районти тĕп больницăра инсульта хирĕç кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа вунă кунлăх старт илчĕ. Тухтăрсем çак хăрушă чиртен сыхланас енĕпе халăхпа тĕрлĕ калаçусем ирттереççĕ, ĕç коллективĕсенче пулса çак анлă сарăлакан чир çинчен ăнлантараççĕ.

Кăçал районта 47 çынна инсульт пулнине шута илнĕ. Вĕсенчен 30-шĕ арçын. Чи çамрăкки – 42 çулхи арçын. Шупашкарти реабилитаци центрĕнче 11 çын сипленнĕ. Чирлисене тухтăр шута илнĕ, вĕсем сипленсех тăраççĕ.

Инсульт икĕ тĕрлĕ пулать. Пĕрремĕшĕ – пуç мимин тымарĕсем татăлса кайнипе пуçа юн каять, иккĕмĕшĕ – юн тымарĕсем пĕрĕнсе ларнипе е тромб хупласа хунипе пуç мимине юн пымасть.

Ĕлĕкрех инсульт чирĕпе аслăрах çулхисем çеç чирленĕ пулсан, юлашки çулсенче çамрăксем те унпа аптăраççĕ. Вăл кĕтмен çĕртен пулать. Чылайăшĕ çак чир хăйсен çемйине пырса тивет тесе шутлама та пултараймасть.

Чирĕн малтанхи паллисем: пĕр енчи алă, ура, пит çăмарти тăрук çывăрса каять е туймасть. Калаçнине ăнланма йывăр, куç япăх курма пуçлать, сăлтавсăрах пуç çаврăнать, тăн çухалать.

Инсультпа чирлес мар тесен мĕн тумалла-ха? Кашнийĕнех юн пусăмне кирлĕ шайра тытмалла. Эрнере икĕ хутчен те пулин каçхине юн пусăмне виçмелле. Кашни кун зарядка тумалла, 30 минутран кая мар утмалла. Шывра ишмелле. Велосипедпа ярăнмалла. Тĕрĕс апатланмалла. Ытларах пахча çимĕç çимелле. 8-9 сехет çывăрмалла. Май пулсан кăнтăрла выртса илни те усăллă. Кирлĕ-кирлĕ маршăн пăшăрханмалла мар. Ĕçри, килти хирĕçÿсенчен сыхланмалла. Табак пачах туртмалла мар. Эрех-сăрапа иртĕхмелле мар. Юнри холестеринпа сахăр шайне виçере тытмалла. Ытлашши ÿт виçинчен хăтăлмалла. Ĕçпе канăва тĕрĕс йĕркелемелле. Талăкри тăвар виçине 5 грамран /1 чей кашăкĕ/ ирттермелле мар.

Маларах асăннă чир паллисем пулсанах васкавлă пулăшу чĕнмелле. Вăхăтра диспансеризаци тата медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухни те сирĕн пурнăçа çăлса хăварĕ.

Р.ТРОФИМОВА,
районти тĕп больницăри невролог тухтăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code