Среда, 8 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çăмăлпа пыман пурнăç кустăрми

Çăмăлпа пыман пурнăç кустăрми

Иртнĕ ĕмĕр çыннисем пĕри те пурнăçне çăмăлпа ирттермен. Çавах та вĕсем чăтăмлă та çирĕп сывлăхлă пулнă. «Çут çанталăк суйласа илнисем», – тесе каланă вĕсем пирки.

Аслă Пăла Тимешре кăçал 90 çул тултаракан 6 çын пурăнать: Елена Егорова, Серафима Дмитриева, Петр Портнов, Анна Шахеева, Ольга Пыркина, Евгения Леонтьева.

О.Пыркина Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. 10 çула çитсен вăрçă пуçланнă. Ашшĕ, Григорий Осипович, малтанхи кунсенчех фронта тухса кайнă. Çемьере 3 хĕр. Вăл чи асли. Амăшĕ, Васса Михайловна, çемьене тытса тăрас тесе канăçа пĕлмесĕр вăй хунă. Ульха, куçĕ япăх курнине шута хумасăр, тантăшĕсенчен юлас мар тесе, колхоза ĕçлеме çÿреме тытăннă. Уй-хирте тусан кĕрсе куçĕ тата начарланнă унăн. Ашшĕ укçа пуçтарса хула больницине илсе кайма шантарнă-ха ăна, анчах хаяр вăрçă пĕтĕм ĕмĕтне татнă. 1943 çулта çемье хăрушă хыпар илнĕ. Кил хуçи паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хунă. Мĕн тумалла; Хуйхă çине суйхă. Ырра шанса Васса аппа хĕр ачана район больницине илсе кайнă. Шур халатлă ĕçченсем мĕн пултарнă таран пулăшма тăрăшнă пулсан та хĕр ача куракан пулассине шантарайман. Комисси витĕр кăларса Ульхана ĕмĕрлĕхех сусăрсен ретне кĕртнĕ.

Çуртра арçын çуккине çемье яланах лайăх туйнă. Пĕчĕк çурт кивелнĕ, çĕннине лартма ансат мар. Çак вăхăтра кÿршĕ ялта, Пăла урлă кăна, çурт сутакан тупăнать. Пĕр чĕлхеллĕ пулса çемье çĕнĕ вырăна куçать. Ульхан йăмăкĕсем, Ксенийăпа Анна, Аслă Пăла Тимеш йĕкĕчĕсене качча тухнă. Вăл çулсенче уйрăлса тухакан çемьесене тăруках çĕр уйăрса паман. Çавна пула Ксенийăпа Михаил, ачаллă пулнăскерсем, Ульхасем патне куçаççĕ. Пĕрлехи вăйпа часах çĕнĕ çурт хăпартса лартаççĕ.

Пурăна киле çемье хушăнса пырать. Ольга Пыркина йăмăкĕн ачисене чун-чĕререн юратса пăхать. Ялта пекарня хута кайсан ăна тирпейлÿçĕ пулма сĕнеççĕ. Пенси çулне çитичченех çакăнта вăй хурать Ольга Григорьевна.

Куçсăр çыннăн алли, пÿрнисем питĕ туйăмлă теççĕ. Ку чăнахах та тĕрĕсех пулĕ. Ульха аппа алса-чăлха, чĕнтер çыхма питĕ ăста пулнă. Çĕвĕ çĕлеме те пултарнă. Кил-çуртра тирпейлесе туса тасалăхпа палăрса тăнă. Йăмăкĕсем те, амăшĕ чылай çул маларах, леш тĕнчене куçнă. Çурт ăшшине, тирпей-илемне паян та çÿлти шайра тытса пурăнать тăхăр теçетке çула парăнтарнă хĕрарăм. Йăмăкĕсен ачисене, мăнукĕсене тăван амăшĕ вырăнĕнче пулса, пăхса тăрать. Сăмахпа кăна мар, укçа-тенкĕпе пулăшма та мехел çитерет.

Хальхи вăхăтра Ольга Григорьевна Ксени йăмăкĕн ывăлĕпе пурăнать. Алена хĕрĕ мăшăрĕпе кил хушшинчи пысăк ĕçсенче пулăшу аллине тăсаççĕ, ватă çынна пурăнма хавхалантараççĕ.

– Куç курманни – чи пысăк нуша, ытти чир-чĕр аптăратнинех туймастăп. Мухтав Турра, патшалăх пирĕн пек сусăрсене пулăшать, пурăнма майсем туса парать, – тет Ульха аппа.

З.ПОРТНОВА,
ĕç ветеранĕсен пуçламăш организацийĕн ертÿçи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code