Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Сударушки» ушкăна – 20 çул

«Сударушки» ушкăна – 20 çул

Юрă-кĕвĕ ытамĕнче киленекен, районти культура пурнăçĕнчен аякра тăман çын Лаш Таяпари «Сударушки» ушкăна питĕ лайăх пĕлме тивĕçлĕ. Юлашки çулсенче коллектив пултарулăхĕпе вырăнти, районти сцена çинче кăна мар, республикăри тĕрлĕ конкурс-фестивальсенче палăрса сахал мар дипломсемпе грамотăсене, тав сăмахĕсене тивĕçрĕ. Вĕсене паян хулари юбилей концерчĕсене те йыхравлаççĕ. Илĕртÿллĕ те хаваслă вырăс халăх юррисемпе тыткăнланисĕр пуçне вĕсем тĕрлĕ постановкăсем те лартаççĕ. Çавăн пекех пикесем районти тĕрлĕ пулăмсенчен те аякра тăмаççĕ, вĕсене çĕнĕ объектсем уçнă çĕре халăха савăнтарма йыхравлаççĕ. Урамра концерт лартасси те нимĕн те мар вĕсене.

Лаш Таяпа тăрăхĕ ĕмĕртен талантлă çынсемпе пуян. Кунта ватти-вĕтти те юрлама юратать, ташлама маçтăр. Чăвашлăха аталантарас, анатри чăвашсен авалхи юррисене манăçа кăларас мар тесе малтанах «Тайпи» фольклор ушкăнĕ йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах куракансене вырăс халăх юррисемпе савăнтаракан тепĕр ушкăн чĕртсе ярас шухăш та канăç паман культура ĕçченĕсене. Малтанлăха хĕрсен ушкăнĕ ятсăрах сцена çине тухнă, унтан «Сударушки» ят илнĕ те, вăл наччасрах таврана анлă сарăлнă. Куракансем коллективăн малтанхи членĕсене те – Галина Гордеевăна, Любовь Мустаевăна, Зинаида Филипповăна, Ираида Ермаковăна, Алевтина Ермаковăна, Милаушăпа Минзеде Багаутдиновасене лайăх астăваççĕ. Çавăн пекех Ольга Егорова аккомпаниаторăн курăмлă ĕçне те палăртмасăр иртеймĕн. Çамрăк музыкант юрăсене илемлетес, репертуар суйласа илес тесе нумай тăрăшнă. Коллективăн кун-çулĕнче Татьяна Лявинан, Ольга Саврасован тÿпи те пĕчĕк мар.

Çулсем иртнĕ май концерт хыççăн концерт лартса ансамбль куракансен кăмăлне кайни, вĕсене халăх кĕтни сисĕнчĕ. Лаш Таяпа культура çуртне Зарема Князева ертсе пынă çулсенче вара ушкăн тата аталанчĕ, хăйне евĕрлĕхĕпе, хĕрÿлĕхĕпе, савăк кăмăлĕпе, сатурлăхĕпе палăрма пуçларĕ. Репертуара казак юррисем кĕртни те тарăн йĕр хăварчĕ. Вырăс халăх юррисене шăрантаракансем хăйсем валли тум суйлас ыйту сиксе тухсан, пĕр-пĕринпе уççăн канашласа, укçа-тенкĕ шеллемесĕр тумсем çĕлеттернĕ. Чăннипех илемлĕ те пуян, килĕшÿллĕ çи-пуç вĕсен халĕ.

Ушкăн йĕркеленнĕренпех унта çÿрекен Лариса Казначеева, Надежда Обожгеева, Венера Усанова, Эльвира Михеева артистсенчен пĕрре те кая мар. Вун-вун çул библиотекарьте тăрăшакансем тĕрлĕ ялсенчен, çапах та чунĕсенче юрă шăранакан хастарсене нихăçан та репетицисене, концертсене тухса çÿресси шиклентермест. Ушкăна çĕнĕ çынсем кĕни те савăнтарать. Акă, Ирина Воробьеван юрлас «стаж» пысăк мар пулсан та, сцена уншăн ют мар. Татьяна Васильевăпа Надежда Герасимова та юрăсене чунпа туйни курăнать.

Хальхи вăхăтра ушкăнăн çĕнĕ ертÿçĕ. Хăйĕн профессине чунтан парăннă, районта кăна мар, республикăра, ун тулашĕнче те лайăх пĕлекен Юрий Кашкăр /Петухов/ автор-юрăç яланах шыравра. Вăл коллектива хутшăнсан «Сударушкисем» варкăш çил вĕрсе кĕнине чунпа, ĕçпе туяççĕ. Юрий Валерьевичăн шухăш-ĕмĕчĕсем питĕ анлă. Апла пулсан çĕнĕрен те çĕнĕ ĕçсем кĕтетпĕр вĕсенчен.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code