Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учителĕсен пĕр ушкăнĕ ГТО хастарĕсен йышне тăнă.
Тăхăр педагог хăйĕн вăй-халĕпе вăр-варлăхне пилĕк тестра тĕрĕсленĕ, лайăх кăтартусемпе палăрнă. Çапла майпа вĕсем вĕренỹпе обществăлла ĕçсенче кăна мар, физкультурăпа спортра та активлă пулнине çирĕплетнĕ.

