Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă пуласлăх никĕсĕ

Ырă пуласлăх никĕсĕ

Округ пуçлăхĕ Леонард Левый «Пĕтĕм Раççейри кире спорчĕн федерацийĕ» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕн председателĕпе Юрий Лизновпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Тĕл пулу вăхăтĕнче Елчĕк округĕн территорийĕнче кире спортне аталантармалли тĕп ыйтусене, çавăн пекех спорт инфратытăмне малалла çирĕплетмелли тата пултаруллă çамрăксене пулăшмалли майсене сỹтсе явнă.

Палăртма кăмăллă, Елчĕк спортсменĕсем кире спортĕнче питĕ лайăх кăтартусемпе палăраççĕ. Тĕнче спорчĕн историне çырăннă Елчĕк округĕнче çуралса ỹснĕ Анатолий Узюкин çитĕнĕвĕсем пирки хаçатра çыртăмăр.

Пирĕн спортсменсен çитĕнĕвĕсем — пуласлăхшăн çирĕп никĕс. Елчĕк округĕн администрацийĕ пултаруллă атлетсене пур енлĕн пулăшу парассипе, ачасемпе çамрăксен спортне аталантарассипе тата çĕнĕ çитĕнỹсем тума майсем туса парассипе малашне те ĕçлĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code