Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей ачисем статистика куçĕпе пăхса

Раççей ачисем статистика куçĕпе пăхса

Виçĕ çултан пуçласа 16 тултарман ачасене июнĕн 1-мĕшĕнчен патшалăх тÿлевĕпе тивĕçтерме пуçланă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин май уйăхĕнчи хăйĕн Указĕпе ачаллă çемьесене социаллă пулăшу пама йышăннă. Çĕршыври пĕтĕм халăх йышĕнче ачасем мĕнле вырăн йышăнни, çамрăксем çитес вăхăтрах мĕншĕн ытларах пулни, ача сачĕсемпе тивĕçтерни мĕн пирки каланине ăнлантарăпăр.

Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, хамăр çĕршывра ялан пурăнакан ачасемпе çамрăксем пĕтĕм халăх йышĕнчен 22,4 процент шутланаççĕ. «Ку вăл юлашки 10 çул хушшинче халăх тытăмĕнчи чи пысăк кăтарту – 2010 çулта ачасемпе çамрăксем халăхăн 21,4 проценчĕ шутланнă», – тенĕ Г.В.Плеханов ячĕллĕ регионсен аталанăвне тĕпчекен университетăн лаборатори заведующийĕ Елена Егорова. Çакă вăл 2012-2017 çулсенче ачасем ытларах çуралнипе çыхăннă.

Çав вăхăтрах тĕрлĕ çулсенчи ачасен йышĕ те улшăнса пырать: 4 çула çитменнисем 2010 çулта 26,5 процент пулнă пулсан, 2019 çулта 28 процента çитнĕ. 5-10 çулсенчисем 23,6 процентран 24,3 процента çитнĕ. Анчах 10-15, тата 16-18 çулсенчи çамрăксен йышĕ чакнă. Апла пулин те, пĕчĕккисем ÿссе пынă май вĕсен йышĕ хушăнĕ, – тесе шутлать Е.Егорова.

Шкул çулне çитменнисене ача сачĕсемпе тивĕçтерес ыйту питĕ çивĕч тăрать. Хальхи вăхăтра 1-6 çулсенчи кашни пĕр пин ача пуçне пирĕн çĕршывра 639 вырăн шутланать, хулара – 671, ялсенче – 549 вырăн. 2010 çулта ку кăтартусем çапларах пулнă – 674 тата 553. «Ку вара пирĕн çĕршыври демографири йывăр лару-тăру пирки калать. Ача çуратасси шыв хумĕ евĕр чакса е хăпарса пынине пула садиксемпе тивĕçтересси те пĕрпек пулса пымасть. Енчен те паян унта вырăнсем çитеççĕ пулсан, ыран вара пысăк ыйту тухса тăрать», – тенĕ малалла Е.Егорова.

Профилактика сăнавĕсемпе диспансеризаци тепĕр хут пурнăçа кĕрсе пырать. Хальхи вăхăтра 96,7 процент ачасемпе çамрăксем ун витĕр тухаççĕ. Юлашки 10 çулта хĕрарăм йывăр çын чухне тата ача çуратнă вăхăтра е çуралнă хыççăн чир тарăна кайнă тĕслĕхсем палăрмаллах – 72 процент – чакнă. Психика хавшанипе чирлекенсен шучĕ 15 процент, юн тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптракансен йышĕ 14 процент сахалланнă. Анчах ачасемпе çамрăксем пĕтĕмĕшле чирлесси 10 çулта 10,9 процент ÿснĕ.

Юлашки 10 çул хушшинче ашшĕ-амăшĕн прависемсĕр хăварнă тĕслĕхсем чакнă. Хальхи вăхăтра 17 çула çитмен кашни 10 пин ача пуçне 13 ача ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлать. 2010 çулта унашкаллисем 25 пулнă. Ку тĕслĕхе çитĕннисен яваплăхĕ ÿснипе çеç çыхăнтарма çук. Ачана çемьере лайăхрах текен принцип обществăра çирĕпленнипе те ăнлантармалла.Опека тата суд органĕсем ашшĕ-амăшĕсен прависене чакараççĕ. Ку вĕсене йĕркеллĕ пурнăç патне таврăнма хистет. Халĕ 17 çула çитмен кашни 100 пин ача пуçне 32-шĕн ашшĕ-амăшĕн прависене чакарнă. Вунă çул каярах ун пеккисем 29 шутланнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code