Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев «Чăваш Республикин патшалăх наградисемпе чысласси çинчен» указа алă пусса çирĕплетнĕ.
Професси ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн хисеплĕ ятсем илнĕ ĕçченсен йышĕнче Елчĕк районĕн тĕп больницин тĕп тухтăрĕ те пур: Алина Геннадиевна ВАСИЛЬЕВĂНА «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ» ят парса чысланă.

