Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул тата илемлĕрех пулĕ

Шкул тата илемлĕрех пулĕ

Ачасем çуллахи каникулта, вĕрентекенсем отпускра пулин те Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул территорийĕнче ĕç шавĕ тăрать.

Кунта шкул территорине хăтлăх кỹрес ĕçе пикеннĕ.

— Хамăр шкулта вĕреннĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Викторов хута кĕнипе вĕренỹ министерствинчен уйăрса панă укçа-тенкĕпе усă курса кĕске вăхăтра — çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланиччен пысăк ĕç пурнăçлама ĕлкĕрмеллине ăнланатпăр, — тет Диана Турхан директор.

Контракт хакĕ — 17 799 149 тенкĕлĕх. Палăртнă укçа-тенкĕ шкул йĕри-тавра тытнă картана çĕннипе улăштарма, хапхапа калитке вырнаçтарма çитмелле. Паллах, çак ĕçсене пурнăçланă чухне антитеррор, пушар хăрушсăрлăхĕн хальхи требованийĕсене шута илессине малти вырăна хураççĕ. Çавăн пекех территорие асфальт сарса хăтлăлатма, çутăсем вырнаçтарма палăртнă. Унсăр пуçне, шкул çумĕнчех резина сийпе витĕнекен спорт площадки те пулĕ.

Яваплă ĕçе пурнăçлаканĕсем — «ДПМК «Яльчикское» ООО строителĕсем. Шкул коллективĕпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕпе пĕтĕм ял-йыш çак илемлĕ вырăна курса савăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.

А.СМИРНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code