Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Аякри ялсене

«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Елчĕкри тĕп больница çумĕнчи куçса çỹрекен фельдшерпа акушер пункчĕ округ центрĕнчен аякра вырнаçнă ялсене çитсе халăха тĕрлĕ медицина пулăшăвĕ парать.

Ирина Смирнова гинеколог тухтăр пĕлтернĕ тăрăх, июль пуçламăшĕнче специалистсен пĕр ушкăнĕ Кушкă, Исемпел ялĕсенче пулнă май, çынсем диспансеризаци тата профилактика тишкерĕвне тухассине йĕркеленĕ. Ватăсене тата чирлисене килĕсене çитсе медицина пулăшăвĕ панă. Ача кĕтекен хĕрарăмсене те тимлĕхсĕр хăварман. Кăмăл пуррисем юн анализĕ пама, чĕрене электрокардиограмма тутарма, кирлĕ ыйтупа тивĕçлĕ консультаци илме те пултарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code